Суббота, 20 апреля

Пирĕн команда — çĕнтерÿçĕ

Мартăн 23-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн 3-мĕш спорт шкулĕнче Чăваш Республикин акватлон чемпионачĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан Н.С.Сахров тренер-преподаватель, РФ хисеплĕ вĕренÿ ĕçченĕ ертсе пыракан команда та хутшăннă.
«Кĕтне» спорт шкулĕнче хатĕрленекенсем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартнă, республикăри районсемпе хуласен командисем хушшинче 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Диас Айзетовпа Александра Мамуткина Чăваш Республикин чемпионĕсем пулса тăнă. Анастасия Лепешкина, Анастасия Сумзина, Кирилл Денисов тата Кирилл Кузьмин призерсен шутне кĕнĕ. Палăртса хăварас килет: Кирилл Денисов спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарма пултарнă. Çавăн пекех Анастасия Сумзина, Диас Айзетов, Ильяс Айзетов, Никита Лепешкин, Иван Кузьмин çитĕннисен 1-мĕш спорт разрядне тултарнă.
Пирĕн маттур та пултаруллă спортсменсене чĕререн саламлатпăр, малашне те ăмăртусенчен çĕнтерÿсемпе таврăнма сунатпăр.
Е. ТИХОНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *