Шăнкăравлама пулать

Шăнкăравлама пулать

Мартăн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре цифрăллă телекурав çине куçассипе çыхăннă ыйтусене хурав паракан «хĕрÿ лини» уçăлнă. Консультаци илес тесен 8/8352/26-11-11 телефонпа шăнкăравламалла.
Специалистсем цифрăллă телекурав çине куçма мĕнле хатĕр-хĕтĕр кирлине, ăна ăçта туянма пулнине, граждансен мĕнле категорийĕсем социаллă пулăшупа усă курма пултарнине ăнлантарса параççĕ, ытти интереслентерекен ыйту çине хуравлаççĕ.
«Хĕрÿ лини» çине шăнкăравласа волонтерсене киле чĕнме заявка хăварма пулать. Ятарласа вĕреннĕ çынсем приемниксене тата приставкăсене кирлĕ пек йĕркелеме пулăшаççĕ. Волонтерсен ушкăнĕсем республикăн кашни районĕнчех пур.
«Хĕрÿ лини» çак графикпа ĕçлет: мартăн 4-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 14-мĕшĕччен — тунтикунран эрнекунччен 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен; апрелĕн 15-мĕшĕнчен 28-мĕшĕччен — тунтикунран шăматкунччен 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен; апрелĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 2-мĕшĕччен — тунтикунран эрнекунччен 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code