Пятница, 19 апреля

Волейболла вылянă

Волейболла вылянă

Çак кунсенче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче Чечен вăрçинче пуçне хунă Леонид Борисова асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта Çĕнĕ Мăрат, Шурут, Тăманлă Выçли, Аслă Чурачăк, Чĕчкен ялĕсен командисем тата Комсомольскинчи «Кĕтне» команда хутшăннă.
Хĕрÿ тупăшура «Кĕтне» команда çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 2-мĕш вырăна — Шурут ялĕн команди, 3-мĕш вырăна Çĕнĕ Мăратсем тухнă. Вĕсене Хисеп грамотисем тата медальсем парса чысланă.
Мероприятие çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн Василий Наумов, Никита Басников, Павел Шуряшкин, Николай Соловьев, Валентина Плешкова, Николай Самаркин спонсорсене, «Заря» ЯХПК, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ертÿçисене, Геннадий Филиппова чĕререн тав тăватпăр.
Е. БАСНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *