Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Конкурса пĕтĕмлетнĕ

«Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче «Сыны Отечества» сăнÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Конкурса килнĕ ĕçсене хакланă чухне конкурсăн темипе пĕр килнине, ĕçсен хăйнеевĕрлĕхне, сăнарлăхне, шухăшне, пахалăхне хак панă.
«Асра тытатпăр, мухтанатпăр!» номинацире Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан Антон Поляков çĕнтернĕ. 2-мĕш вырăнта — çак шкултах вĕренекен Виктория Павлова, 3-мĕш вырăнта — Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Айнур Купиров.
«Раççей салтакĕ» номинацире Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекен Анастасия Афанасьева 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Тукай ялĕнче пурăнакан Людмила Сенатовăпа Алина Афанасьева 2-мĕш вырăна тухнă. Алла Абусевăпа /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ Наталия Павлова /Хирти Мăрат ялĕ/ — 3-мĕш вырăнта.
«Арçын пуласси…» номинацире Никита Самуков çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Никита Трофимовпа Анастасия Волкова 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайланă. Пурте вĕсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренеççĕ.
А.ПОЛЯКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *