Четверг, 18 апреля

Паттăр чăваш хĕрĕ

Паттăр чăваш хĕрĕ

Аслă Отечественнăй вăрçăра нумай чăваш салтакĕ çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнă. Комсомольски район хĕрĕсем те çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче арçынсемпе тан çапăçнă, аманнисене пулăшнă.
Матрена Павлова 1919 çулта Хирти Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çак çамрăк хĕрĕн те Тăван çĕршыва сыхлама кайма ят тухнă. 1941 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Канаш хулинче медицина  комиссийĕ  витĕр  тухнă  хыççăн  вăл  çар  эшелонĕпе  Мускава çитнĕ.  Августăн 4-мĕшĕнчен пуçласа унăн Хĕрлĕ Çарта служба пуçланнă. Матрена Павловна Калинин фронтĕнче, унтан 1-мĕш Прибалтика фронтĕнче 1152-мĕш медсанбатăн çар-санитари пуйăсĕ çинче медицина сестринче тăрăшнă, нумай салтакпа офицерăн пурнăçне çăлса хăварнă. Малтанхи кунсенче çапăçу хирĕнче аманнă çамрăк салтаксен суранĕсене сипленĕ чухне мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши пирĕн ентеш? Каярахпа вăл хăнăхса çитнĕ, аманнă салтаксене хирти госпитале хăвăртрах илсе çитерес тесе тăрăшнă. Аслă медсестрара вăй хунă чухне Матрена Павловнăна питĕ хисепленĕ, çамрăккисем нумайăшĕ ăна «мамаша», аслăраххисем «сестренка» тесе чĕннĕ.
1945 çулхи майăн 25-мĕшĕнче çырнă награда хучĕпе паллашар-ха: «Аслă лейтенанта, аслă медсестрана Матрена Павловна Павловăна хăйĕн ĕçне тирпейлĕн пурнăçланăшăн, опытне çамрăксене парса пынăшăн, хушнисене туллин пурнăçланăшăн, аманнă салтаксене вăхăтра строя кĕме пулăшнăшăн «За Отвагу» медаль парса чыслар», — тесе çырнă унта.
Чыслав комитечĕн членĕсем чăваш хĕрне тата пысăкрах награда пама йышăннă. Малти линирен, пуç çийĕн тăшман пульлисем шăхăрса иртнĕ вăхăтра, аманнă салтаксене илсе тухнăшăн медсестрана «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕ панă.
Вăрçă хыççăн Матрена Павлова Кенигсберг хулинчи эвакогоспитальте аманнисене сипленĕ. Чăваш çĕршывне таврăнсан вăл Комсомольски каччипе Алексей Артюшкинпа çемье çавăрнă. Унтан ĕмĕрĕ тăршшĕпех район больницинче вăй хунă.
1985 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче Матрена Павловнăна Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденне парса чысланă.
П. ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *