Вторник, 23 апреля

Профессине чун ыйтнипе суйланă

Профессине чун ыйтнипе суйланă

Хăюллă та патвар хĕрарăм пирки ĕрĕхекен лашана чарма, çунакан çурт ăшне кĕме пултарать теççĕ. Комсомольскинчи полици уйрăмĕнче ĕçлекен Инна Николаевна Аполонова та çакнашкал йышшисенченех. Полици капитанĕ ĕçрен хăрамасть, шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа 14 çул пурнăçлать.
Хастар пулни ăна пурнăçра та чылай пулăшать. Штабри информаци тивĕçтерĕвĕн ушкăнĕн инспекторĕн кашни кунах вун-вун тĕрлĕ информаципе паллашмалла, вĕсене йĕркелесе тăмалла.
— Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлани паха. Пирĕн ĕçре çирĕп йĕркене пăхăнни вырăнлă. Унпа пĕрлех хăвăн та çирĕп кăмăллă, хăюллă, правур пулмалла, — терĕ Инна Николаевна калаçăва пуçласа.
Инна Хирти Шăхасан ялĕнче кун çути курнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсассăн Шупашкарти коопераци институтĕнче пĕлÿ пухнă, юрист профессине алла илнĕ. 2005 çулта районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçе кÿлĕннĕ те паянхи кунччен службăра вăл.
Полици ĕçĕ çăмăллисен йышĕнчен мар. Кунта арçынсемпе пĕрле тан ĕçлекен хĕрарăмсемшĕн уйрăм çăмăллăхсем те çук. Дежурствăра та пулмалла, вырăна та çитмелле, йĕркешĕн те тăрăшмалла. Çав вăхăтрах тĕрлĕ ыйтăва татса памалла, хутсемпе ĕçлемелле.
— Йывăрлăхсем кашни ĕçре пур. Эпĕ вара вĕсене парăнтарса шав малалла ăнтăлма хăнăхнă. Профессие чун ыйтнипе суйласа илнĕ. Çавăнпах пулĕ ĕçе яланах хавхалануллă кăмăлпа утатăп, — паллаштарать Инна Николаевна.
«Ĕмĕтлĕ çын çунатлă», — теççĕ халăхра. Пирĕн маттур полици ĕçченĕн те ĕмĕт-тĕллев пур. Паллах, чи пĕрремĕшĕ — ачисенчен лайăх çынсем çитĕнтересси, иккĕмĕшĕ — ĕçре çитĕнÿсем тăвасси. Çитĕнÿсем тенĕрен, Инна Николаевна ĕçри тăрăшулăхшăн пĕрре кăна мар Хисеп грамотине, Диплома, Тав хутне тивĕçнĕ. Шаннă ĕçе вăхăтра пурнăçланăшăн маттурскере «За отличие в службе» 3-мĕш степеньлĕ медальпе, «Верность долгу» паллăпа наградăланă. Ĕçри тăрăшулăха хаклани малашне татах та пысăк хавхаланупа ĕçлеме хистет паллах.
Полици капитанĕ — ĕçтешĕсемшĕн шанчăклă юлташ, вăхăтра пулăшма хатĕр çын.
— Вăл нихăçан та «çук» темест. Яланах кирлĕ сĕнÿ-канаш парать, — теççĕ ĕçтешĕсем.
Çакăн пек маттур хĕрарăмсем ĕçлеççĕ полици уйрăмĕнче. Уяв кунĕнче те шаннă ĕçре, йĕрке хуралĕнче тăраççĕ.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *