Пятница, 19 апреля

Спортсмен пурнăçĕ кăсăклă

Спортсмен пурнăçĕ кăсăклă

Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Вячеслав Кротов спорт мастерĕ 80-мĕш ĕмĕр пуçламă-шĕнче спорт тÿпинчи çутă çăлтăрсенчен пĕри пулнă. Каччă çав тапхăрта СССР ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунă. Ахальтен мар çав вăхăта Вячеслав Михайлович хавхалануллă кăмăлпа аса илет.
— Спортпа туслă пулнăран мĕнле кăна хулана çитсе курман-ши? Яланах ăмăртусене хутшăнмаллаччĕ, сборсем те ют çĕрте иртетчĕç. Нумай курса çÿренĕ, паллă спортсменсемпе пĕрле чупнă. Çĕнтерÿсем çăмăл килмен. Çакна кашни спортсмен лайăх пĕлет, — аса илет спортпа туслă-скер.
Вячеслав ача чухнех спортпа туслашнă. Кам та кам хавхалантарса пынипе мар. Хăй тĕллĕн вăл вĕреннĕ. Нумай кĕнеке вуланă. Ирсерен, каçсерен чупнă. Ура вăйĕсене вăйлатас, çирĕплетес тесе çуллахи вăхăтра йĕлтĕр сырса ирхи сывлăмпа витĕннĕ курăк çинче мĕн чухлĕ утман пулĕ вăл. Çакă халĕ кăштах кулăшла пулĕ те. Анчах та Вячеслав шăпах ун чухне хăйне çирĕпрех, маттуртарах туйма пуçланине палăртать. Хирти Сĕнтĕр тĕп, Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕсенче вĕреннĕ чухне вăл район, республика шайĕнче иртекен ăмăртусене сахал мар хутшăннă, çĕнтерĕве те алăран вĕçертмен. Çуран чупса çеç мар, йĕлтĕр сырса та старта тăнă вăл. Ытларах вара çăмăл атлетикăна кăмăлланă.
Хăйĕн ăсталăхне тăтăшах ÿстернĕ В.Кротов. Вăл ЧАССР пĕрлештернĕ командин спортсменĕ пулнă. 1976 çулта пĕрремĕш хут шкул ачисем хушшинче Владикавказ хулинчи ăмăртăва хутшăннине паянхи кун пек астăвать. Ун чухне вăл 12-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне те маттур спортсмена тÿрех асăрханă. 1978 çулта Вячеслав Узбекистанри Чирчик хулинче юниорсем хушшинче тупăшнă. Ун чухне вăл финиша 2-мĕш çитнĕ. Ентеш ун чухне спорт мастерĕн нормативне тултарнă.
Вячеслав Михайлович ытларах 1500—5000 метрлă дистанцисене парăнтарнă. Стадионта та, туллă-сăртлă вырăнсенче те чупнă вăл. 1981 çул маттур спортсменăн пурнăçĕнче ылтăн сас паллисемпех çырăнса юлнă темелле. Çак çул вăл Смоленск хулинче йĕркеленĕ ăмăртăва хутшăнса спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах ЧАССР рекордне çĕнетнĕ.
«Кашни ăмăртăва питĕ вăйлă хатĕрленнĕ. Кунне темиçе тренировка ирттереттĕм. Хама шеллемен. Ĕмĕт-шухăш та пысăкчĕ, çитĕнÿсем тăвас, ăмăртусенчен медальсемпе таврăнас килетчĕ», — аса илет вăл.
Арçын ĕмĕтленни пурнăçланнă пулин те, алла диплом илнĕ хыççăн вăл ял хуçалăхне суйласа илнĕ. Чылай вăхăт хушши Çĕрпÿри совхозра, унтан «Булдеевский» хуçалăхра тăрăшнă. Тăван ене таврăнсассăн «Гигант» колхозра ĕçленĕ, «Сундырь» КП ертсе пынă. Ĕмĕрĕнче зоотехник та, ертÿçĕ те пулнă. Вăл вăхăтра, паллах, спорт валли вăхăт сахалрах юлнă. Вăл хăйĕн ăсталăхне ачисене, мăнукĕсене пама тăрăшнă. Ывăлĕ Михаил та пĕр вăхăт çăмăл атлетикăра çитĕнÿсем сахал мар тунă. Паян вара Вячеслав Михайлович мăнукĕсемпе савăнать. Акă, мăнукĕ Виктор хоккейла выляма кăмăллать. Кукашшĕне яланах хоккей площадкине йыхравлать. Ахальтен мар, спорт мастерĕн Вячеслав Кротовăн ячĕпе кăçал Хирти Сĕнтĕрте хоккей турнирĕ йĕркелерĕç.
Вячеславăн мăшăрĕ те çăмăл атлетикăпа туслă пулнă. Вĕсем шăпах ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра пĕрле вун-вун ăмăртăва хутшăннă. Вера Васильевна спорт мастерĕн кандидачĕ норматива 1978 çулта тултарнă.
Темĕнле йывăр пулсан та спортсмен пурнăçĕ кăсăклине палăртаççĕ Кротовсем. Тĕрлĕ хуласене кайса курни, тĕрлĕ çынпа курса калаçни, интереслĕ тĕлпулусемпе çулçÿревсем пурнăçа сахал мар пуянлатнине калаççĕ вĕсем.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *