Пятница, 4 октября

Урамри таксофон ĕçлет-и?

Урамри таксофон ĕçлет-и?

Шурут ялĕнчи таксофон патĕнчи çула тасатсах тăраççĕ. Кунта та ятарлă телефон килсе лартнăранпа чылай вăхăт иртнĕ. Анчах халиччен унпа усă куракансемех пулман. «Иртсе çÿресен те пырса тытса пăхман. Халĕ кĕсьере телефон, килте те телефон. Ĕçлетех-ши тесе кăсăкланса шăнкăравласа пăхрăмăр та юсавлах иккен», — теççĕ ялта пурăнакан Галина Архиповăпа Галина Симакова.
Кăрлач уйăхĕнчен пуçласа таксофонсенчен тÿлевсĕр шăнкăравлама пулать. Кун пирки «Ростелеком» компани пĕлтернĕ, Чăваш Енри хăш-пĕр ялсенче çак автоматсем — паянхи кунччен те пĕртен-пĕр çыхăну меслечĕ. Таксофонсемшĕн яваплă пĕрлешÿ специалисчĕсем палăртнă тăрăх, 2018 çулта республикăра пурăнакансем таксофонсенчен 160 пин хутчен шăнкăравланă. Калаçу вăтамран 70 çеккунта тăсăлнă. Ытларах «урамри телефонсенчен» васкавлă службăсене чĕннĕ. Аса илтеретпĕр, карттăсăр тата тÿлевсĕр майпа республикипе хĕрлĕ тăрăллă таксофонсенчен çеç шăнкăравлама пулать. Ун пеккисем Чăваш Енре 1700. Кашниех юсавлă тесе калаймăн. Усă курмасан та сăтăр тăвас шухăшлисем ахаль иртсе каймаççĕ иккен хăш чухне. Кăвак тăрăллă телефон аппарачĕсене вара «ЕТК» компани пăхса тăрать, çак автоматсенчен шăнкăравламалли тарифсем улшăнман.
А.АЛЕКСАНДРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *