Вторник, 23 апреля

Кăмăлпа пăхса илсемĕр эпĕ утнă çул çине

Кăмăлпа пăхса илсемĕр эпĕ утнă çул çине

Чăваш халăх писателĕ, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ, Чăваш АССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лаврентий Васильевич Таллеров çуралнăранпа кăрлачăн 27-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ. Шел те, мухтавлă çыннăмăр çак юбилейччен пурăнаймарĕ, 2013 çулхи март уйăхĕнче çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Çак паллă куна халалласа нумаях пулмасть Нĕркеç вăтам шкулĕнче «Л.В.Таллеровăн илемлĕх тĕнчи» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Чăваш халăх писательне Л.В.Таллерова, хамăр ентеше аса илме, сумлă ĕçĕсене хаклама конференцие районти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем, вĕренекенĕсем пухăнчĕç.
Салам сăмахĕ каласа Нĕркеç вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Н.К.Ефремова «Кăмăлпа пăхса илсемĕр эпĕ утнă çул çине…» ятлă курава пăхма сĕнчĕ. Ун хыççăн кун йĕркипе районти чăваш чĕлхипе литература методисчĕ С.Г.Индюкова паллаштарчĕ.
Конференцие ăнăçлă ирттерме сĕнсе шкул директорĕ Н.А.Петрова сăмах илчĕ. «Лаврентий Таллеровăн произведенийĕнчи сăнарсем — хамăр тăрăхра пурăннă, ĕçленĕ çынсем. Вĕсем çинчен пĕлес тесен Чăваш халăх писателĕн произведенийĕсене кашнинех юратса вуламалла», —терĕ шкул директорĕ ачасене конференцире пысăк çитĕнÿсем тума сунса.
Конференцие малалла тăснă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов Чăваш халăх писателĕ Л.В. Таллеров çинчен ăшă сăмахсемпе аса илчĕç, «Каçал ен» хаçат редакторĕ А.В.Ефремова, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ С.П.Атласкина ентешĕмĕр произведенийĕсенчи сăнарсене калăплассипе калама çук пысăк ăста пулнине палăртрĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине юратса вĕренекенсем хушшинче Лаврентий Таллеров çырнă хайлавăн пĕр сыпăкне пăхмасăр вулассипе конкурс иртрĕ. Сумлă жюри членĕсем конкурсантсем чăвашла тĕрĕс те илемлĕ, килĕшÿллĕ те çыпăçуллă вуланине хакларĕç, Лаврентий Таллеров тĕнчине кĕрсе кайса хайлав шухăш-кăмăлне, туйăмне, чĕлхе пуянлăхне, сăмах вăй-хăватне кăтартма пĕлнине шута илчĕç.
Чăваш халăх писателĕн Л.В. Таллеровăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн пĕлнине палăртса викторинăри ыйтусем çине хуравларĕç.
Жюри пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарнă хыççăн Нĕркеç вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Никита Голландцев «Чăваш ташши» калаври сыпăка вуласа, халăх писателĕн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕплĕн пĕлнипе мала тухма пултарчĕ. 10-мĕш класра вĕренекенсем Юрий Вороновпа Марианна Яковлева Л.В. Таллеровăн «Пурăнма вĕрентмĕр-ши;» калавĕ тăрăх лартнă сценка пурин кăмăлне те кайрĕ.
«Чăваш халăх писателĕн Л.В.Таллеровăн хисеплĕ ячĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ, сумлă ĕçĕсем нихăçан та манăçмĕç», — тесе пĕтĕмлетрĕç конференцие хутшăнакансем.

Н.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *