Пятница, 19 апреля

Каратистсем мала тухнă

Каратистсем мала тухнă

Нумаях пулмасть Шупашкарта В. Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕн 7-мĕш спорт шкулĕнче пур стильлĕ каратэпе уçă чемпионат иртнĕ. Пирĕн районтан унта Василий Акчурин тренер патĕнче ăсталăхне туптакан çамрăк спортсменсем хутшăннă. Вăл каратэ секцине 2011 çултанпа ертсе пырать. Çулсерен унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Кăçал та çамрăк каратистсем пьедесталăн картлашкисем çине хăпарма пултарнă. Александровка тĕп шкулĕнче вĕренекен Таня Васильева 1-мĕш вырăна тухнă. Кирилл Акчурин /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ — 2-мĕш вырăна, Рамис Самкин /Урмаел вăтам шкулĕ/ 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăмăртăва Исуф Гельметдиновпа Дмитрий Кокарев та хутшăннă.
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем савăнтарсах тăччăр.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *