Суббота, 21 сентября

День: 15.01.2019

Ачасене – шăккалат

Ачасене – шăккалат

Çĕнĕ çул умĕн районти предприятисемпе организацисенчен чылайăшĕ шкулсене, реабилитаци центрĕсене, ача сачĕсене çитсе кучченеçсемпе теттесем парнелеççĕ. Акă, райпо системинче тăрăшакансем "Ачасене — шăккалат" акци ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Вĕсем кашни çулах суту-илÿ точкисенче шăккалат пуçтарса йывăр лару-тăрури ачасене çĕнĕ çулхи парнепе савăнтараççĕ. Кăçал та йăлана кĕнĕ йĕркерен пăрăнмасăр ноябрĕн 20-мĕшĕпе декабрĕн 20-мĕшĕччен "Ачасене — шăккалат" акци иртнĕ. Пылак çимĕçе районта пурăнакансем туяннă, акцие хутшăнса ырă ĕç тунă. А.АНТОНОВА.  
Пĕлтĕр 187 ача çуралнă

Пĕлтĕр 187 ача çуралнă

2018 çулта район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче 187 пепке çут тĕнчене килнине регистрациленĕ. Ку вăл 2017 çулхинчен чылай сахалрах. Ун чухне 228 ача çуралнă пулнă. Ашшĕ кам пулнине 19 арçын çирĕплетнĕ, ку вăл 2017 çулхинчен 7 ытларах. Пурĕ çулталăк тăршшĕнче 88 мăшăр çемье çавăрнă /2017 çулта — 107/. Хĕрсем ытларах чухне 18—24 çулсенче алла венчет çĕрри тăхăнаççĕ, авланакан каччăсенчен ытларахăшĕ — 25—34 çулсенче. Шел пулин те, çемье арканнă тĕслĕхсем те чылай. Пĕлтĕр 43 мăшăр туйăмĕсем сÿннине çирĕплетсе ЗАГС уйрăмĕнче уйрăлни çинчен калакан документа регистрациленĕ. Вĕсенчен 7-шĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе уйрăлнă, 36-шĕ вара — суд урлă. 2017 çулта çемье арканнă тĕслĕхсем 50 пулнă. Шел пулин те, районта çын вилеслĕх çураласлăхран чылай пысăкрах. Пĕлтĕр 342 çын пурнăçран уйрăлнă, 2017 çулта ку
Çар çынни – чыс-хисеплĕ професси

Çар çынни – чыс-хисеплĕ професси

Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕ РФ Оборона министерствин çар училищисене аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ илме йыхравлать. Кашни арçын ачан ĕмĕчĕ Çар çыннин кĕрнеклĕхĕ, офицер форми, наградăсем, çар музыки, хăйне евĕр çар этикечĕ — кашни арçын ача мĕн пĕчĕкрен çакăн çинчен ĕмĕтленет. Çĕр-шыв хÿтĕлевçин ĕçĕ питĕ илĕртÿллĕ пулсан та, вăл хăйне евĕр йывăр. Çар çыннин командира итлеме, вăл хушнине пĕр сăмахсăр пурнăçлама пĕлмелле. Вĕренÿ тата служба вăхăтĕнчи çивĕч лару-тăрусем, пур ĕçе те устав тăрăх пурнăçламалли — çакна кашниех чăтаймасть. Апла пулин те, кашни çулах çар училищисене пиншер яш вĕренме кĕрет. Пирĕн районтан та çар енĕпе вĕренекенсем пур. Акă, сăмахран, Комсомольски ялĕнчи Сергей Кураков Воронеж хулинчи Н.Е. Жуков профессор тата Ю.А. Гагарин ячĕллĕ Сыв
Пирĕн фельдшер – Галина

Пирĕн фельдшер – Галина

Галина Николаевна Кольцова — Çĕнĕ Кипеç фельдшерпа акушер пункчĕн ертÿçи. Вăл чылай çул Нĕркеçри медицина пунктĕнче тăрăшнă. Çĕнĕ Кипеçпе Тĕвенеш ялĕсенче пурăнакансем Галина Николаевнăна чунтан тав тăваççĕ. Вăл ялта хисеплĕ. Çынна вăхăтра васкавлă пулăшу пама тăрăшать, ăшă сăмахпа та сиплет. Фельдшер Хирти Сĕнтĕр ялĕнчен Çĕнĕ Кипеçе ĕçе çÿрет. Çын çĕрле чирлесе ÿксен те ÿркенсе тăмасть, пулăшу пама васкать. Галинăпа Вячеслав Кольцовсем виçĕ ывăла кун çути парнеленĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кольцовсем — пурнăç çулĕпе çирĕп утакансем. Çапла, ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Галина Николаевна чи ырă сăмахсене тивĕç. 2018 çулхи май уйăхĕнче, унăн ĕçри ÿсĕмĕсене палăртса, фельдшера Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви Хисеп грамотипе чысланă. Эпир, Çĕнĕ Кипеçпе Тĕвенеш ялĕсен çыннисем, унпа
«Нарспи» — акăлчанла

«Нарспи» — акăлчанла

Чăваш литературин классикĕн Константин Ивановăн "Нарспи" поэмине тĕнчипе пĕлеççĕ. Нарспипе Сетнерĕн юрату историне ĕмĕр каялла çырнă пулсан та, вăл паян кун та вулакансен чĕрисене тыткăнлать. 20-мĕш ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче поэма пушкăрт, тутар, удмурт, мордва, ирçе, якут чĕлхисемпе янăрама пуçланă. Ăна çавăн пекех украин, венгр, азербайджан, таджик, турккă тата ытти чĕлхесем çине куçарнă. Поэмăн хăш-пĕр пайĕсене акăлчан чĕлхипе те пичетленĕ пулнă. Чăваш кĕнеке издательстви чи пĕрремĕш хут "Нарспи" поэмăна акăлчанла пичетлесе кăларнă. Ăна Эдинбург университечĕн хисеплĕ профессорĕ, Шотландири поэтсен ассоциацийĕн председателĕ Питер Франс куçарнă. Шăпах вăл куçарнипе темиçе çул каялла чăваш поэчĕн Геннадий Айхин сăввисем акăлчанла янăранă пулнă. К. Ивановăн поэмине куçарнă ĕçре Питер Франса
ГТО талисманĕсем паллă

ГТО талисманĕсем паллă

Потап упа, Вика леопард, Василиса тилĕ, Лиза мулкач тата Макар кашкăр çури Пĕтĕм Раççейри ГТО физкультурăпа спорт комплексĕн фестивалĕсен талисманĕсем пулса тăнă. Çакна мобильлĕ хушăмри сасăлав урлă палăртнă. Конкурс иртнĕ çулхи апрель варринче пуçланнă, виçĕ тапхăрпа иртнĕ. Малтан организаторсем заявкăсене тата талисмансен макечĕсене йышăннă. Ун хыççăн ГТОн ятарлă мобильлĕ хушăмĕнче чи лайăх виçĕ дизайн-проекта суйланă. Юлашкинчен РФ Спорт министерствин координаци комиссийĕн членĕсем конкурс çĕнтерÿçине палăртнă — Мускав облаçĕнче пурăнакан Татьяна Ефимова. Татьяна Раççее сăнлакан талисман хатĕрлеме тăрăшнă. "Леопард çамрăклăха, çыпăçулăха, илеме, хăвăртлăха, упа — вăя, тилĕ — çамрăклăхри максимализма сăнлаççĕ. Мулкачпа кашкăр çури çутă кăмăл-туйăмлă ачалăха, ачасене çывăх енсене сăнлаç
Шкул уçăлнăранпа — 100 çул

Шкул уçăлнăранпа — 100 çул

Çĕршыври тĕрлĕ политика, экономика тата демографи пулăмĕсене пула Кĕçĕн Каçал ялĕнчи шкул 2005 çулта тĕп шкул пулма пăрахнă. Унта кĕçĕн классене вĕрентекен филиал тăрса юлнă, каярахпа вăл та хупăннă. Халĕ унта ялти культура çурчĕ, библиотека, спортзал тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ вырнаçнă. 2000 çулта икĕ хутлă ялти клуб вырăнне тĕп шкул туса хута янă. Ăна шкул дирекцийĕпе районти вĕрентÿ пайĕ тăрăшнипе, Чăваш Президенчĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Петр Краснов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Кияметдин Мифтахутдинов çине тăнипе кĕске вăхăтра ĕçе кĕртме пултарнă. Çĕнĕ шкул тăвас пирки калаçусем малтанах пулнă. Уйрăмах ăна 1998 çулта, шкул 80 çул тултарнине уявланă чухне çивĕчлетме май килнĕ. Юбилей ирттерме çăмăл маррине çакăн пек мероприятисем ирттерсе курнисем çеç пĕлеççĕ. Ăна ти
Калаçу пенси тавра

Калаçу пенси тавра

Пенсие мĕнле йĕркепе индексацилеççĕ? Ĕçлекен пенсионерсен ĕçрен пăрахмалла-и? Пенси парас йĕрке унчченхи пекех юлать. Мĕн чухлĕ ĕçлес килет, çавăн чухлĕ ĕçлеме пултаратăр. Ĕçе пăрахнă хыççăн пенсие пур индекссем чухлĕ те ÿстерсе параççĕ. Ĕçе пăрахсан пенси мĕн чухлĕ пуласса халех Пенси фончĕн сайтĕнчи харпăр хăй кабинетне кĕрсе е Пенси фончĕн мобильлĕ хушăмĕ урлă пĕлме пулать. Январьти индексацисĕр пуçне ялта ĕçлекенсен пенсийĕ тата ытларах ÿсет. Ялта пурăнакансен мĕнле çăмăллăх пулĕ? Саккун тăрăх, ял хуçалăхĕнче 30 е ытларах çул вăй хунă, халĕ ĕçлемен пенсионерсен пенсин çирĕплетнĕ пайĕ январĕн 1-мĕшĕнчен 25 процент ÿсет. Маларах шутласа пăхнă тăрăх, пирĕн республикăра 25 пине яхăн ялти пенсионерăн пенси укçи çакăн пек ÿсĕ. 2019 çулта пенсин çак пайĕ 1333,55 тенкĕ ÿсет. Ку вăл шăпах