Пятница, 19 апреля

Çар çынни – чыс-хисеплĕ професси

Çар çынни – чыс-хисеплĕ професси

Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕ РФ Оборона министерствин çар училищисене аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ илме йыхравлать.
Кашни арçын ачан ĕмĕчĕ
Çар çыннин кĕрнеклĕхĕ, офицер форми, наградăсем, çар музыки, хăйне евĕр çар этикечĕ — кашни арçын ача мĕн пĕчĕкрен çакăн çинчен ĕмĕтленет. Çĕр-шыв хÿтĕлевçин ĕçĕ питĕ илĕртÿллĕ пулсан та, вăл хăйне евĕр йывăр. Çар çыннин командира итлеме, вăл хушнине пĕр сăмахсăр пурнăçлама пĕлмелле. Вĕренÿ тата служба вăхăтĕнчи çивĕч лару-тăрусем, пур ĕçе те устав тăрăх пурнăçламалли — çакна кашниех чăтаймасть. Апла пулин те, кашни çулах çар училищисене пиншер яш вĕренме кĕрет.
Пирĕн районтан та çар енĕпе вĕренекенсем пур. Акă, сăмахран, Комсомольски ялĕнчи Сергей Кураков Воронеж хулинчи Н.Е. Жуков профессор тата Ю.А. Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-çар академийĕнче ăс пухать. Çак ялтах çуралса ÿснĕ Ольга Ефремова — РФ Оборона министерствин Çар университечĕн курсантки.
Кам курсант пулма пултарать; 11 класс пĕтернĕ, 16—22 çулсенчи /призыв тăрăх çар служби витĕр тухманнисем/ тата çар службинче тăнă, 24 çула çитмен çамрăксем, çавăн пекех контракт тăрăх çар служби тухакансем /27 çула çитиччен/ çар енĕпе вĕренме кĕме пултараççĕ. Вĕсем сывлăх енчен çара кайма юрăхлă, ÿт-пÿ енчен çирĕп те вăй-халлă пулмалла.
Çар училищине мĕнле вĕренме кĕмелле;
Апрелĕн 20-мĕшĕччен çамрăк çынсен хăйсем пурăнакан вырăнти çар комиссариатне заявленипе документсем килсе памалла. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла тата професси юрăхлă пулнине психолог па-тĕнче тĕрĕслемелле.
Майăн 20-мĕшĕ тĕлне пур документ та çар училищине çитет. Унта вара йышăну комиссийĕ вĕсемпе паллашса июнĕн 20-мĕшĕччен кандидатсене йыхрав хучĕсем ярса парать. Кандидатсен професси суйлавĕ витĕр тухма июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне çар вĕренÿ заведенине пымалла /çул укçи — тÿлевсĕр/. Йышăну комиссийĕ кандидатсене тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслет: медицина тĕрĕслевĕ, психологи тесчĕ витĕр кăларать, 3 предметпа /вырăс чĕлхи, математика тата тепĕр предмет/ ППЭ балĕсене пăхать, ÿт-пÿ енчен мĕнле аталаннине 3 хăнăхтару тăрăх хак парать. Каччăсен турникпа туртăнса çĕкленмелле, 100 метра тата 3 çухрăма чупмалла, хĕрсен выртнă çĕртен кĕлеткене çĕклемелле ?1 минут хушши/, 100 метра тата 1 çухрăма чупмалла.
Курсант пурнăçĕн паха енĕсем
Курсантсем çар службинче шутланаççĕ, вĕсене пур енлĕ довольствипе тивĕçтереççĕ. Вĕреннĕшĕн, пурăннăшăн, апатшăн, тум-тиршĕн укçа тÿлемелле мар. Çар училищинче вĕреннĕ çулсем пĕтĕмĕшле çар службин срокне кĕреççĕ. Кашни çулах тÿлевлĕ икĕ отпуск пур: çулла — 30 кунлăх, хĕлле — 15 кунлăх.
Аслă професси пĕлĕвĕ илме çар училищин курсанчĕсен 5 çул вĕренмелле. Выпускниксем «лейтенант» званипе, «специалист» квалификаципе тухаççĕ, дипломлă пулаççĕ.
Вăтам професси пĕлĕвĕ илме 2 çул та 10 уйăх вĕренмелле. Выпускниксем «прапорщик» званипе, «техник» квалификаципе тухаççĕ.
Ытти вузсен выпускникĕсемпе танлаштарсан, çар училищи пĕтерекенĕн яланах ĕç вырăнĕ пулать. Çар вузĕсем патшалăх кадр заказĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ. Ăна РФ Оборона министерстви 5 çуллăха хатĕрлет. Çавăнпа та çар вузне пĕтернĕ çĕре çамрăк лейтенанта е прапорщика ĕç вырăнĕ кĕтсе тăрать.
Службăн 5 çулĕ иртнĕ хыççăн офицер çине ипотека кредитлавĕпе пайăр счет уçаççĕ. Вăл унпа служба вăхăтĕнче е запаса кайнă хыççăн çурт-йĕр туянма пултарать.
Ялсенчен тухнă çамрăксем чылай чухне хăйсем патĕнче лайăх шалуллă ĕçе вырнаçаймаççĕ пулсан, офицер профессине вара шанчăклă социаллă «лифт» теме пулать. Пултаруллă, хастар та тăрăшуллă офицерсем çĕнĕ званисем илеççĕ, обществăра паллă вырăн йышăнаççĕ.
Палăртса хăварас килет: нумай пулмасть çеç çар училищисене хĕрсене йышăнмастчĕç. 2015 çултан пуçласа вара хăш-пĕр çар университечĕсем хĕрсене те йышăнаççĕ. Тĕплĕнрех пĕлес тесен РФ Оборона министерствин сайтне ?www.mil.ru/ кĕмелле.
Контрактпа службăна каяс тесен
2015 çултанпа призывпа çар службинче тăракансем хушшинче малалла контрактпа службăра тăрас текенсен шучĕ нумайланнă. Салтак виçĕ уйăх çар службинче тăнă хыççăн çеç çар чаçĕн командирне çакăн пек рапорт пама пултарать. Унпа пĕрле ятарлă анкетăна тултармалла, автобиографи çырса памалла, вĕренни çинчен калакан документсен, пĕрлешни, ача çурални çинчен калакан документсен копийĕсене тата хăш-пĕр должноç валли кирлĕ ытти документсене памалла.
Çакăн хыççăн çар чаçĕн аттестаци комиссийĕ кандидат контракт служби валли юрăхлине тĕрĕслет. Ун хыççăн çар çыннипе çар чаçĕн командирĕ 3 çуллăх контракт çыраççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *