Пятница, 19 апреля

Пĕлтĕр 187 ача çуралнă

Пĕлтĕр 187 ача çуралнă

2018 çулта район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче 187 пепке çут тĕнчене килнине регистрациленĕ. Ку вăл 2017 çулхинчен чылай сахалрах. Ун чухне 228 ача çуралнă пулнă. Ашшĕ кам пулнине 19 арçын çирĕплетнĕ, ку вăл 2017 çулхинчен 7 ытларах.
Пурĕ çулталăк тăршшĕнче 88 мăшăр çемье çавăрнă /2017 çулта — 107/. Хĕрсем ытларах чухне 18—24 çулсенче алла венчет çĕрри тăхăнаççĕ, авланакан каччăсенчен ытларахăшĕ — 25—34 çулсенче. Шел пулин те, çемье арканнă тĕслĕхсем те чылай. Пĕлтĕр 43 мăшăр туйăмĕсем сÿннине çирĕплетсе ЗАГС уйрăмĕнче уйрăлни çинчен калакан документа регистрациленĕ. Вĕсенчен 7-шĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе уйрăлнă, 36-шĕ вара — суд урлă. 2017 çулта çемье арканнă тĕслĕхсем 50 пулнă.
Шел пулин те, районта çын вилеслĕх çураласлăхран чылай пысăкрах. Пĕлтĕр 342 çын пурнăçран уйрăлнă, 2017 çулта ку кăтарту 378 çынпа танлашнă. Вилнĕ арçынсем вăтамран 60—65 çулсенче, хĕрарăмсем — 82—88 çулсенче. Ачасем вилнине регистрацилемен.
2018 çулта юридици енчен паллă 2507 ĕç тунă, 230,35 пин тенкĕ патшалăх пошлини пуçтарнă.
О.ФЕДОТОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *