ГТО талисманĕсем паллă

ГТО талисманĕсем паллă

Потап упа, Вика леопард, Василиса тилĕ, Лиза мулкач тата Макар кашкăр çури Пĕтĕм Раççейри ГТО физкультурăпа спорт комплексĕн фестивалĕсен талисманĕсем пулса тăнă. Çакна мобильлĕ хушăмри сасăлав урлă палăртнă.
Конкурс иртнĕ çулхи апрель варринче пуçланнă, виçĕ тапхăрпа иртнĕ. Малтан организаторсем заявкăсене тата талисмансен макечĕсене йышăннă. Ун хыççăн ГТОн ятарлă мобильлĕ хушăмĕнче чи лайăх виçĕ дизайн-проекта суйланă. Юлашкинчен РФ Спорт министерствин координаци комиссийĕн членĕсем конкурс çĕнтерÿçине палăртнă — Мускав облаçĕнче пурăнакан Татьяна Ефимова.
Татьяна Раççее сăнлакан талисман хатĕрлеме тăрăшнă. «Леопард çамрăклăха, çыпăçулăха, илеме, хăвăртлăха, упа — вăя, тилĕ — çамрăклăхри максимализма сăнлаççĕ. Мулкачпа кашкăр çури çутă кăмăл-туйăмлă ачалăха, ачасене çывăх енсене сăнлаççĕ», — палăртать конкурс çĕнтерÿçи. Татьяна Ефимова — çамрăк анне, килте ачапа ларнă вăхăтра вăл пултарулăх валли те вăхăт тупать. Ун шучĕпе, талисманри чĕр чунсем тĕрлĕ ÿсĕмре пулни — спорт тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетет.
Конкурс çĕнтерÿçине укçан парне парса хавхалантарĕç. Вăл сăнланă чĕр чунсене вара çывăх вăхăтра ГТО комплексĕн тавар паллисем туса регистрацилеме палăртнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *