Пятница, 19 апреля

Ăмăртура – хастаррисем

Ăмăртура – хастаррисем

Çĕнĕ Кипеç ялĕнче январĕн 7-мĕшĕнче Николай Можаев спортсмена халалласа хоккей турнирĕ иртнĕ. Унта виçĕ команда хутшăннă. /«Гигант», «Кубня», «Первомайское»/. Хĕрÿ тупăшура «Кубня» команда çĕнтернĕ. Патăрьелсем — иккĕмĕш, «Гигант» команда виççĕмĕш пулнă.
Январĕн 8-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕрти «Гигант» хоккей площадкинче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Геннадий Ефремовăн кубокне çĕнсе илессишĕн турнир иртнĕ. Унта Çĕнĕ Кипеç, Хирти Сĕнтĕр, Нĕркеç ялĕсен командисем хутшăннă. Ăмăртура Çĕнĕ Кипеçсене çитекен пулман. Вĕсем пĕлтĕр тивĕçнĕ кубока алăран вĕçертмен. Чи лайăх хапхаçă ята Виктор Прокопьев тивĕçнĕ, чи лайăх тапăнса вылякан — Петр Краснов, чи лайăх хÿтĕлевçĕ — Михаил Тарасов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *