Мини-футбол турнирĕнче

Мини-футбол турнирĕнче

Нумаях пулмасть Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн стадионĕнче Çĕнĕ çула халалланă мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Ял поселенийĕнче пурăнакан çамрăксем çак ăмăртăва пуçарса ярса çулсерен куçса çÿрекен «Малая Була» кубока çирĕплетнĕ.
Турнира Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев уçнă. Вăл ăмăртăва хутшăнакансене саламласа ăнăçлăн выляма суннă.
Ăмăртура 4 команда вăй виçнĕ. Кубока тата Дмитрий Рябчиков спонсор парнине Аслă Çĕрпÿел ялĕн «Исток» команди тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна «Шихазаны» команда тухнă. Пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине «Шкул ачисем» команда хăпарнă. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсем тата медальсем парса хавхалантарнă.
Çак кун ăмăртăва хутшăннисем те, курма пуçтарăннисем те чăн-чăн сывă пурнăç йĕркин уявĕнче савăннă, килĕсене тулли кăмăлпа таврăннă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *