Вторник, 23 апреля

Пулă тытнă, шÿрпепе сăйланнă

Пулă тытнă, шÿрпепе сăйланнă

Хĕллехи вăхăтра пулă тытассине анлăн сарас тĕллевпе канмалли кунсенче Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче Янкасси ялĕ çывăхĕнчи Çиртле кÿллинче «Пулăç — пулăçа» ăмăрту ирттернĕ. Ăна Янкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Николай Алексеев йĕркеленĕ.

Ăмăртăва хутшăнма тĕрлĕ районсенчен 60 пулăç килсе çитнĕ. Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, ăмăртăвăн йĕркелÿçи Николай Алексеев пуçтарăннисене Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă, нумай пулă тытса палăрма суннă.
Паллах, кашниннех тупăшура мала тухас килет. Тытнă пулăсен йывăрăшне хак панă хыççăн ăмăртура Комсомольски ялĕнчен килнĕ Владимир Чубуков çĕнтернине палăртнă. Вăл тĕп парнене — пулăç палаткине — тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна Валерий Дмитриев             /Янкасси/ тухнă. Ăна пăр шăтармалли хатĕр парнеленĕ. Виççĕмĕш вырăна тухнă Алексей Смирнова /Курнавăш/ фитнес-браслет парса савăнтарнă.
Чи пысăк пулла Тĕвенеш ялĕнчен килнĕ Алексей Козлов тытнă. Чи çамрăк пулăç — 10 çулти Арсений Можаев /Çĕнĕ Кипеç ялĕ/, чи аслă пулăç 65 çулти Иван Макаров пулнă. Чи лайăх повар ятне Анжелина Алексеева тивĕçнĕ. Вĕсене пурне те хаклă парнесемпе чысланă.
Çавăн пекех ăмăртăвăн спонсорĕ Сергей Иванов /»777″ автокомплекс/ Андрей Тарасова /Вутлан/, Валерий Дмитриева /Янкасси/ тата Алексей Смирнова /Курнавăш/ ятарлă призсем панă.
Хĕллехи вăхăтра пулă тытма кăмăллакансем вĕри чейпе тата кăвайт çинче пĕçернĕ пулă шÿрпипе хăналаннă.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *