Декабрĕн 19-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Шупашкартан килсе çитнисем —Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина районта пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.
Пĕрремĕш ушкăн: район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Петр Краснов Тукай ял тăрăхне çитрĕç. Чи малтанах вĕсем нумай ачаллă çемьене — Воробьевсене çĕнĕ çуртăн çăра уççине пачĕç. Ун хыççăн информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсене халăхпа пĕрле сÿтсе явма Тукай ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Вырăнти культура çуртĕнче ирттернĕ пухăва ял çыннисем чылайăн пуçтарăннă. Информаци кунĕнче сÿтсе явма палăртнă ыйтусем ял çыннисемшĕн ют мар. Тĕслĕхрен, 2019 çулта ялти ватăсен пенсине ÿстересси, çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен республикăра РФ социаллă фонд страхованийĕн «Тÿрĕ тÿлев» пилотлă проектне реализацилесси. Ял çыннисем, паллах, пенси ыйтăвне чылай хускатрĕç. Ыйтусене РФ Пенси фончĕн управленийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Ирина Белобаева уçăмлатрĕ.
— 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ялти пенсионерсен страхлав пенсийĕ ÿсет. Çак йĕрке ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар вăй хунă, халĕ те ялта пурăнакан, ĕçлемен, ватлăхпа е инвалидноçпа пенси илекен çынсене пырса тивет. Çакăн пек пенси кама тивĕçнине палăртнă чухне профессисен ятарлă списокĕпе усă кураççĕ. Çак списокра 50 ытла ял хуçалăх профессийĕ. Енчен те пенсионер çулталăк тăршшĕнче РФ Пенси фондне хăй ял тăрăхĕнче пропискăра тăнине, анчах та хулара пурăннине çи-рĕплетме заявлени парсан, унăн пенсине çĕнĕрен шутласа параççĕ, — ăнлантарчĕ Ирина Германовна.
Александр Осипов информаци кунĕнче хускатмалли тĕп ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ. Чи малтанах, РФ Правительствин 2018 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи 2713-р номерлĕ «Федерацин субъектсене территоринчи экономика потенциал темпне ÿстерсе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн хавхалантарасси» пирки йышăнупа тата РФ Президенчĕ В.Путин «Единая Россия» партин XVIII съездĕнче Раççейĕн социаллă политикăллă аталанăвĕн задачисем пирки каланипе паллаштарчĕ.
Тĕл пулăва хутшăнакансем, паллах, çÿп-çап ыйтăвне те хускатрĕç. Ял çыннисем тÿлев пысăк пулнипе кăмăлсăр. «Ялти кил-çуртран çакăн чухлĕ тенкĕлĕх хыт каяш тухмасть. Эпир яланах çунаканнине çунтарма, пахча çимĕç юлашкине выльăх-чĕрлĕхе çитерме хăнăхнă, — çирĕплетеççĕ вĕсем. Ку, чăннипех те çапла пулĕ. Ялта тĕпленнĕ кашни çын çапла тăвать пулсассăн, хулара пурăнакан вара кашни çÿп-çапа контейнера пăрахать. Тÿлев вара хула çыннишĕн те, ялта пурăнаканшăн та пĕр тан. Александр Осипов палăртнă тăрăх, хыт каяшшăн тÿлеме палăртнă хака çитес вăхăтра пăхса тухмалла, ял çыннишĕн вăл пĕчĕкрех пулмалла.
Тукайра пурăнакансем ялта культура çурчĕ тăвас ыйтăва та хускатрĕç. Культура çурчĕн сăн-сăпачĕ кирлĕ шайра мар, паллах. Йывăç çурт самай кивелнĕ. Çавăнпа та ял çыннисен ĕмĕтне ăнланма пулатех. Юлашки вăхăтра республикăра чылай культура çуртне хута яма май килнĕ. Çитес эрнере вара Хырай Ĕнелĕнче культура керменĕ уçăлать. Çак ялта пурăнакансем ĕмĕт пурнăçланасса сахал мар кĕтнĕ.
Информаци ушкăнĕн членĕсем «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те пулчĕç. Çитес вăхăтра хуçалăхра çĕнĕ выльăх-чĕрлĕх ферми хута каймалла.
Информаци кунне пĕтĕмлетсе çапла калас килет. Ял çыннисемпе, ĕç коллекти-вĕсемпе уйăхсерен тĕл пулусем йĕркеленин витĕмĕ пур. Тĕл пулусенче çынсене хумхантаракан чылай ыйтăва сÿтсе яваççĕ, вĕсене шута илеççĕ, влаç органĕсене илсе çитереççĕ. Апла пулсассăн районта иртекен информаци кунĕсем яланах тухăçлă иртнинче иккĕленÿ çук.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.