Суббота, 20 апреля

Вĕренекенсем ăста

Вĕренекенсем ăста

Нумаях пулмасть республикăра ЮниорПрофи III-мĕш регионаллă чемпионат иртрĕ. Унта 10—17 çулсенчи 100 ытла шкул ачи хутшăнчĕ. Çамрăк ăстасем «Сете тата системăна администрацилесси», «ЧПУ-ллă станоксемпе, фрезасемпе ĕçлесси», «Мобильлĕ робототехника», «Лабораторири хими анализĕ», «Прототип тăвасси», «Аэрокосмос инженерийĕ», «Интернет япаласем», «Мультимеди журналистики», «Агрономи» енĕсемпе хăйсен професси пĕлĕвĕсене кăтартса пачĕç.
Çак чемпионата суйлав тапхăрĕ витĕр тухса пĕрремĕш хут Асанкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, «НТМ» кружока çÿрекенсем, Комсомольски хушма пĕлÿ паракан центрта ăс пухакансем хутшăнчĕç. Вĕсем «Аэрокосмос инженерийĕ» площадкăра «ЧПУ-ллă станоксемпе, фрезасемпе ĕçлесси», «Аэрокосмос инженерийĕ» компетенцисенче ăсталăхне кăтартрĕç. Çавăн пекех «Professional-holl» тата «Секреты от профессионала» интерактивлă площадкăсенчи ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç.
Чемпионата хутшăнма тивĕçнисене ятранах асăнар. Вĕсем: Евгений Герасимов /9-мĕш класс/, Кирилл Белков /7-мĕш класс/, Данил Маргиданов /6-мĕш класс/. Ертÿçи — Вячеслав Салаев. Маттур ачасене тепĕр çул та çак чемпионатра хăйсен пултарулăхне ăнăçлăн кăтартса пама сунатпăр.

В.САЛАЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *