Çĕнĕ çул çывхарать

Çĕнĕ çул çывхарать

Çĕнĕ çул çывхарнă май районти чылай вырăн, çуртсем, парксем капăрланчĕç. Район центрĕ епле илемленсе çуталчĕ. Симĕс чăрăш хăйĕн капăр тумĕпе илĕртет. Организацисемпе предприятисен çурчĕсем хĕрлĕ, сарă, кăвак çутăсемпе ялкăшаççĕ. Кăçал район центрĕ татах та хитререх пек. «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕ инçетрен илемлĕн курăнать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн, район администрацийĕн çурчĕсем нихăçанхинчен те капăртарах. Тĕмсенчен ăсталанă кÿлепесемпе йывăçсем те тĕрлĕ çутăсемпе ялкăшаççĕ. Сăн ÿкерĕнмешкĕн тематикăллă баннерсем те пур.
Уйрăм çуртсенче пурăнакансем те Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтни сисĕнет. Урамсенче уçăлса çÿренĕ май пĕр çурт тепринчен хитререх пек курăнать. Йĕри-тавра илемлĕ пулнăран Çĕнĕ çул çывхарни сисĕнет. Тата 10 кун анчах юлчĕ. Ялсенче те илемлĕ вырăнсем сахал мар пулĕ. Хисеплĕ вулакансенчен сăнÿкерчĕксем кĕтетпĕр. 2019 çула хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илер!
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *