Четверг, Декабрь 12

Журналистсемпе куçа-куçăн

Журналистсемпе куçа-куçăн

Декабрĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин журналистсемпе йăлана кĕнĕ черетлĕ пысăк пресс-конференци ирттерчĕ. Кăçалхипе вăл 14-мĕш хут пулчĕ. Унта ют çĕршывсенчи тата Раççейри 1702 журналист хутшăннă, 3-шĕ — Чăваш Енрен. Вĕсем: Галина Титарчук, Джульетта Федорова, Дмитрий Новак.
Пресс-конференци Мускавра Краснопресненская Набережнăйри Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ центрĕнче иртнĕ. Мероприятие «Россия 1», «Россия 24», «Первый канал» телеканалсем, çавăн пекех «Маяк», «Вести FМ», «Радио России» радиостанцисем тÿрремĕнех трансляциленĕ.
Журналистсем вара чылай ыйтупа кăсăкланнă. Экономика аталанăвĕ, çĕршывсем хушшинчи хутшăну, пенси, çÿп-çап ыйтăвĕ, çамрăксен политики, коммуналлă хуçалăх тарифĕ, спорт, сывлăх сыхлавĕ, çар тытăмĕ, ĕçсĕрлĕх тата ытти нумай ыйту хумхантарать массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене.
Владимир Владимирович кашни ыйтăва тĕплĕн хуравларĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Кашни çулах пресс-конференци йĕркелени нумай ыйтăва уçăмлатма май парать.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code