Çуртăн çăра уççи – хуçасен аллинче

Çуртăн çăра уççи – хуçасен аллинче

Тукай ялĕнче пурăнакан Воробьевсен çемйинче декабрĕн 19-мĕшĕ ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ пулĕ тесе шутлатăп. Çак кун вĕсене çĕнĕ çуртăн çăра уççине алла пачĕç.
Хаваслă пулăмпа саламлама тата çăра уççине алла пама Тукай ялне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева килсе çитрĕç. Сумлă хăнасем нумай ачаллă çемьене — Воробьевсене — çĕнĕ çуртăн çăра уççине алла пачĕç. Йышлă çемьене çуртра савăнса пурăнма пĕтĕм услови пур: «сенкер çулăм» çунать, ăшă-сивĕ шыв пур, туалет-ванна пÿртрех, хăтлă та илемлĕ пÿлĕмсем. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерме тата мĕн кирлĕ? Кил хуçисем, Лидия Михайловнăпа Павел Витальевич, ывăлĕсемпе хĕрĕсем савăнăçне пытармаççĕ, илемлĕ те хăтлă çуртшăн чунтан хĕпĕртени куçкĕрет. Ачасем савăнăçлă кăмăлпа пÿлĕмсемпе паллашаççĕ, ăçта мĕн лартасси пирки те пăшăлтатаççĕ. Хĕрĕсем: Алена, Тоня, Полина ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухма ĕлкĕрнĕ. Лилия, Аркадий, Александр шкулта пĕлÿ пухаççĕ.
— Хăтлă çуртăн çăра уççине алла парасса чăннипех те чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Ку пирĕншĕн калама çук пысăк парне. Нумай ачаллă çемьесене пулă-шупа тивĕçтернĕшĕн чи малтанах Раççей, республика, район ертÿçисене тав тăватăп. Халĕ пирĕн савăнса пурăнма чăннипех те пур услови те çителĕклĕ, — тав туса сăмахларĕ Павел Витальевич.
Савăнма, чăннипех те, сăлтав пур. Нумай ачаллă çемьене çĕнĕ çуртпа тивĕçтерни калама çук пысăк пулăшу. Çакна Воробьевсем лайăх пĕлеççĕ тата туяççĕ. Халĕ вара çуртра савăнса пурăнмалла, хĕрсемпе ывăлсене качча парса, авлантармалла, хăна-вĕрле пухмалла. Кил-çурт мĕнпе пуян? Ача- пăча сассипе тата кил хуçисен тараватлăхĕпе.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *