Паттăрсене асра тытар

Паттăрсене асра тытар

Раштавăн 9-мĕшĕнче Раççейре паттăрсене чыслаççĕ. Тăван çĕр-шывăн паттăрĕсене пурне те саламлама май çук, анчах та вĕсен ятне асра тытма, вĕсем çинчен мĕн пĕлнине ыттисене каласа пама пултаратпăр.
Каçал тăрăхĕн паттăрĕсем çинчен пурте пĕлеççĕ, паллах. Вĕсен ячĕпе районта палăксем лартнă, сăвă-калав хайланă. Çапах та Раççей паттăрĕсен кунĕнче Совет Союзĕн Геройĕсем çинчен тепĕр хут аса илтерес терĕмĕр.
Асанкасси ялĕнче 1918 çулта çуралнă каччă — Федор Николаевич Чернов — вăрçа кайиччен тăван ялĕнче çичĕ класс вĕренет, унтан ĕçе вырнаçать. 1941 çулта çĕртме уйă-хĕнче вăл салтака каять. Çар ĕçне вĕренсе çитнĕ хыççăн Калинин фронтĕнче отделени командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Хаяр çапăçусенче ?Ловать юханшывĕ хĕрринче, Анăç Двина патĕнче/ хăюллă пулнăшăн, нимĕçсен контратакисене сирме пултарнăшăн, пирĕн полка кирлĕ çĕре çитме кансĕрлекен тăшмансен 5 пулемет точкине аркатнăшăн 1943 çулхи кĕркунне «За отвагу» медале тивĕçет. Аманать, сипленет те каллех вăрçа кĕрет. 1944 çулта Белорусси фронтĕнче хăй взводне малалла ертсе пырать. Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче йывăр çапăçу иртет. Ентеш взвочĕ тăшмансен 6 атакине сирме вăй çитерет, тăшман танкне, бронемашинине, пулемечĕсене салтакĕсемпе пĕрле сирпĕтет. Паттăрлăх кăтартнă çамрăк лейтенанта Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕпе чыслаççĕ. Каярах Федор Николаевич хăй взвочĕпе Висла юханшывĕ патĕнчи плацдарма тăшман аллинчен туртса илес тесе хаяр çапăçăва хутшăнать. Ун чух тăшмансен 14 ?!/ атакине сирме хăват тупать. Чернов лейтенант аманать, анчах çапăçу хирĕнчен каймасть. 1945 çулта нарăс уйăхĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне, «Ылтăн Çăлтăр» медале тивĕçет. Вăрçă хыççăн ентеш çартах юлать, 1963 çулта капитан званийĕпе запаса тухать. Мĕн виличченех Çĕмĕрлере ĕçлесе пурăнать. 1976 çулта ентеш вилет, ăна Çĕмĕрлерех пытараççĕ. Çĕмĕрле хулин урамне ун ятне панă, çулсерен ун ячĕпе çамрăксем волейбол турнирĕ ирттереççĕ.
Тепĕр ентеш — Нĕркеç ял ачи — Георгий Николаевич Чернов тăшмансене чылай хур кÿнĕ. Георгий Николаевич 1916 çулта çуралнă, 1922 çулта вĕсен çемйи Алтай тăрăхне куçса каять. Вăрçă пуçлансан ытти çамрăксемпе тан алла пăшал тытать. 1942 çулта çар училищине пĕтерсе лейтенант ятне илнĕ Георгий рота командирĕ пулать. Украина фронтĕнче 202-мĕш дивизин 645-мĕш полкĕнче рота командирĕ Георгий Чернов урине амантать, госпитальте сывалнă хушăра çамрăк салтаксене çар ĕçне вĕрентет. 1944 çулта каялла фронта таврăнать. Румынири çапăçура 50 нимĕç салтакне плена илеççĕ вĕсем. Тепĕр çапăçура — 80 салтак-офицерне. Çине-çине килекен атакăсене сирнĕ хушăра Георгий йывăр аманать. Тăнсăр выртаканскер нимĕçсен аллине çакланать. Урнă тăшман ентеше асаплантарса вĕлерет, чĕрĕллех çунтарса ярать…1945 çулта Георгий Чернова Совет Союзĕн Геройĕ ятпа чыслаççĕ.
1922 çулта Луцки салинче хресчен çемйинче Константин Михайлович Антонов çуралнă. Çак саларах пуçламăш классенчен вĕренсе тухать. Ун хыççăн Александровкăра, Комсомольскинче пĕлÿ илет. Института вĕренме кĕме ĕмĕтленет, анчах та унăн ĕмĕчĕсене хаяр вăрçă татать. 1941 çулта Константин Антонов Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Кĕçĕн командирсен шкулне пĕтерсе минометчик специальноçне алла илет. 1942 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Константин Михайлович Антонов аслă сержант фашист салтакĕсемпе Каратаяк сали çывăхĕнче хаяр çапăçăва кĕрет. Декабрьте ротăн гварди старшини ятне илет ентеш. 1943 çулхи январь уйăхĕнче ентеше «За боевые заслуги» медальпе наградăлаççĕ. Ун хыççăн вăл Воронежско-Касторненски тата Харьковски операцисене хутшăнать.
Хаяр çапăçури çитĕнÿсемшĕн Константин Антонова 1944 çулта Совет Союзĕн Геройĕн ятне параççĕ. Константин Михайлович Украина çĕрĕ çинче Казацкое салишĕн хаяррăн çапăçнă чух пуçне хурать.
Тепĕр паттăр Иван Андреевич Кабалин 1923 çулта Александровка ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялта 7 класс пĕтернĕ хыççăн вĕсем çем-йипех Канаш хулине куçса каяççĕ. 1942 çулхи май уйăхĕнче Канаш çар комиссариачĕ ăна Хĕрлĕ Çар ретне тăратать. Икĕ уйăхранах ентеш Аслă Отечественнăй вăрçа лекет. Кăнтăр-Хĕвел Анăç тата 3-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçать вăл. Курск, Харьков хулисене тата Украина çĕрне хаяр тăшман аллинчен ирĕке кăларас çапăçусене хутшăнать. 1943 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче Днепр çыранĕнчи çапăçура хастарлăх кăтартнăшăн тата вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн 1944 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕн ятне, Ленин орденне тата «Ылтăн Çăлтăр» медальне параççĕ.
1955 çулта запаса тухсан Канашри вагонсем юсакан заводра токарьте вăй хурать, 1982 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче вилет.
Геннадий Габайдуллович Габайдуллин 1914 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче Тукай Мишер ялĕнче çуралнă.
1936—1939 çулсенче Инçет Хĕвел Тухăçĕнче çар службинче тăрать. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Геннадий Габайдуллович хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. Вăл Калинин фронтĕнчи 29-мĕш çарăн разведчиксен 24-мĕш дивизийĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Ржев хулишĕн пынă çапăçура пĕччен тăрса юлнă пулсан та пулăшу çитиччен позицие тытса тăма пултарнă. 1942 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе Геннадий Габайдулловича Совет Союзĕн Геройĕн ятне параççĕ.
Выборг хулине илнĕ чухне йывăр аманса госпитале лекет. Магдебург хулине ирĕке кăларнă хыççăн Берлина çитет. Çĕнтерÿ хыççăн Геннадий Габайдуллович Горький хулине таврăнать. Мĕн канăва тухичченех кунти автозаводра ĕçлет.
1981 çулхи май уйăхĕнче Геннадий Габайдуллович çут тĕнчерен уйрăлать.
Çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн кĕрешсе юн юхтарнă çынсене асра тытасчĕ. Паянхи кун та паттăрсем пирĕнпе юнашар çÿреççĕ: пушартан çынсене çăлаççĕ, шывран туртса кăлараççĕ. Манăн çавăн пек çынсене чунтан тав тăвас килет.
В.КУЗЬМИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *