Вторник, 23 апреля

Компенсаци параççĕ

Компенсаци параççĕ

Районта федераллă льготниксене пурăнакан вырăншăн тата коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен укçан компенсаци парасси малалла пырать. Çакăн пек пулăшăва федераллă льготник пурăнакан пĕр хваттершĕн е çуртшăн çеç параççĕ. Енчен те пĕр хваттерте коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме социаллă пулăшупа усă курма пултаракан икĕ е ытларах çын пурăнать пулсан, компенсаци шайне шутланă чухне çак пулăшупа усă курмалли кашнин правине, пĕтĕмĕшле тăкаксенчи кашнин пайне шута илеççĕ.
Кăçалхи ноябрь уйăхĕнче район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ çакăн пек 2085 льготника пĕтĕмĕшле 436,9 пин тенкĕлĕх компенсаци тÿленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вара çак тĕллевпе 6266,7 пин тенкĕ тăкакланă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *