«Единая Россия» парти съездне хутшăннă

«Единая Россия» парти съездне хутшăннă

Декабрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Единая Россия» политика партийĕн ХVIII съезчĕн пленар ларăвне хутшăннă. Мероприятие пухăннисене чи малтан Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ, «Единая Россия» партин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă.
Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче «Единая Россия» парти тытса пыракан курса ырланă, йыша çĕнĕ пултаруллă çынсем кĕни çĕршыва тата та вăйлăрах аталанса пыма витĕм кÿрет тенĕ. Граждансен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе пурин те тимлĕ пулмаллине, яваплăха туйса таса чунпа ĕçлемеллине каланă.
Пленар ларăвне пухăннисем ĕç кăтартăвĕсене тарăн тишкернĕ, 2019 çул валли тĕллевсем палăртнă. Сахал мар уçă калаçусем ирттернĕ, актуаллă ыйтусене пăхса тухнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларура çав тери актуаллă ыйтусене сÿтсе явнине, халăха кăсăклантараканнисене те тишкернине палăртнă. «Пĕрле ĕçлесе пурăнмалла!» парти программи пурнăçа хăватлăн кĕрсе пынине, 2015 çултан пуçласа, Чăваш Республикин Пуçлăхне суйланă тапхăртан, халăх ырлăхĕшĕн тарăн ĕçленине асăннă.
Палăртса хăваратпăр, парти съезчĕ икĕ куна пынă. Чăваш Енрен асăннă меро-приятие РФ Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов, Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ти-вĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов, партин регионти йышăну уйрăмĕн ертÿçи Николай Николаев, Комсомольски район админстрацийĕн пуçлăхĕ, вырăнти парти секретарĕ Александр Осипов тата ыттисем хутшăннă.
Шăпах Александр Николаевич съездра пăхса тухнă тĕп ыйтусемпе, площадкăсенче сÿтсе явнă темăсемпе районта тунтикунсерен ирттерекен планеркăра паллаштарчĕ.
— Раççей Президенчĕ Владимир Путин съезда пуçтарăннисене халăх ырлăхĕшĕн ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Чи малтан таса чунлă çын пулмалла. Апла пулсассăн пирĕн çынсен ыйтăвне, сĕнĕвне тĕпе хурса тÿрĕ кăмăлпа малалла ĕçлемелле. Тĕрлĕ площадкăсенче хускатнă темăсем пирĕншĕн ют мар. Уйрăмах хыт каяшсене илсе тухассипе çыхăннă ыйту. Вĕсем пирки те çĕнĕ йышăнусем пулмалла, — терĕ Александр Николаевич.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *