Çÿп-çап каллех «калаçтарать»

Çÿп-çап каллех «калаçтарать»

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Ен коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ йĕрке çине куçрĕ, çак ĕçе пурнăçлакан регионаллă оператора суйларĕç. Апла пулин те, халăха çакăнпа çыхăннă чылай ыйту хумхантарать. Çÿп-çап темипе çыхăннă час-часах паракан ыйтусене уçăмлатар-ха.
«Иккĕллĕ» квитанцисем пулсан
«Иккĕллĕ» квитанцисемпе çыхăннă ыйту чылай. Сăмахран, çын пĕр адреспа пурăнать, тепĕр адреспа пропискăра шутланать. Е унăн харпăрлăхĕнче пурăнмалли икĕ вырăн — хулари хваттер тата çулла çеç пурăнакан ялти çурт. Çакăн пек чухне хытă каяшсене тирпейленĕшĕн мĕнле тÿлемелле?
Коммуналлă хытă каяшсемшĕн тÿлемелли йĕркене çирĕп палăртнă. Енчен те çын хваттерте пропискăра тăрать пулсан, счета çак адреспа ярса параççĕ. Енчен те хваттерсĕр пуçне унăн урăх харпăрлăх пур, анчах унта никам та пропискăра çук пулсан, харпăрçăсен шучĕпе счет хатĕрлеççĕ. Çÿп-çапшăн паракан квитанцисене гражданинăн хăй пурăнакан, çÿп-çап тăвакан çĕрте тÿлемелле. Енчен те çын хваттерте пропискăра тăрать, анчах та унта пурăнмасть пулсан, унăн регионаллă оператор патне çĕнĕрен расчет тума заявлени çырмалла. Çавăн пекех хăй унта пурăнманнине кашни 6 уйăхра документсемпе çирĕплетсе тăмалла. Пĕр çыннăн икĕ хутчен тÿлемелле мар.
Енчен те çын хăй пропискăра тăракан вырăнта пурăнмасть пулсан, унăн хăйĕн ял поселени администрацийĕнчен е управляющи компанийĕнчен хăй çак адреспа пурăнманнине ĕнентерекен справка илмелле. Ăна «Экоцентр» ООО-н офисне /Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 19-мĕш çурт, 11-мĕш корпус, 2-мĕш пÿлĕм, телефонсем: 8/8352/ 59-00-12, 70-92-27, факс 62-33-77/ е info@mvkecocenter.ru электрон почтăпа ярса памалла. Халĕ çак номерсемпе шăнкăравласа илме йывăр тесе калакансем пур. Çакă шăнкăравлакансем питĕ нума-йăн пулнипе çыхăннă. Çавна май çывăх вăхăтра операторсен шутне ÿстерме шантараççĕ. Апла пулсан, шăнкăравласа илесси чăрмавлă пулмалла мар.
Сăмах май, чылай районта регионаллă операторăн уполномочиллĕ представителĕсем пур. Вĕсем район администраци-йĕсенче вырнаçнă. Унта пырса хăвăра пăшăрхантаракан ыйтусене уçăмлатма пулать. Çывăх вăхăтрах регионаллă операторăн сайтĕнче https://mvkecocenter.ru пур представительсен адресĕсемпе телефонĕсене вырнаçтарĕç. Регоператорăн ертÿлĕхĕ палăртнă тăрăх, çĕнĕ йĕрке çине куçнă тапхăрта — 3—6 уйăхра — пени хушса пымаççĕ.

Çÿп-çап контейнерĕ çук
«Пирĕн çÿп-çап контейнерĕ çук, квитанцисене вара ярса панă!» — тенине те час-часах илтме пулать. Хытă каяшсене пуçтармалли контейнерсене вырнаçтарасси — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçĕ. Халĕ, куçăм тапхăрĕ пынă май, контейнерсем вырнаçтарса ĕлкĕреймен ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене çÿп-çапа михĕсемпе пуçтарма сĕннĕ.
Хăш-пĕр ялсенче халĕ çÿп-çап пуçтармалли вырăнсене палăртаççĕ, ăна вăхăтра турттарса кăлармалли графика йĕркелеççĕ. Çапла вара ял çыннисем ятарласа палăртнă вырăна килти çÿп-çапа килсе хураççĕ, графикра палăртнă вăхăтра машина килсе ăна турттарса каять. Енчен те ялта контейнерсем вырнаçтарман пулсан, çÿп-çапа михĕсемпе турттарса тухаççĕ. Республикăри пур районта та мĕн чухлĕ контейнер кирлине, вĕсене ăçта вырнаçтармаллине палăртаççĕ. Правительство шайĕнче çакна валли мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрмаллине сÿтсе яваççĕ.
Çÿп-çап тавра лару-тăрăва пăхса тухнă май çакна палăртнă: çÿп-çап турттаракан машинăсем кашни ял поселенинех кĕрсе тухман. Çапла вара çÿп-çапа турттарса кăларман ялсенчи ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен ятарлă акт çырмалла, ун тăрăх çĕнĕрен расчет туса парĕç. Енчен те эсир ярса панă квитанци тăрăх тÿлесе ĕлкĕрнĕ пулсан, пăшăрханма кирлĕ мар — капла сирĕн тепĕр уйăхшăн тÿлемелле пулмĕ.

Ялта çÿп-çап  сахалрах
Ялсенче пурăнакансем апат юлашкийĕсене выльăха параççĕ е навус купи çине кăларса пăрахаççĕ. Туратсемпе çунакан çÿп-çапа çунтараççĕ. Апла турттарса тухмалли çÿп-çап нумай та юлмасть, ун пек пулсан мĕншĕн хуласемпе тан тÿлемелле-ха? Çак ыйту чылайăшне канăç памасть.
Коммуналлă хытă каяшсемпе çыхăннă нормативсене 2017 çулхи ноябрьте ЧР Строительство министерствин приказĕпе çирĕплетнĕ. Çакна валли çынсем пурăнакан 4 вырăнта — Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ хулисенче тата Çĕрпÿ районĕнчи Иккĕмĕш Вăрманкас ялĕнче — çулталăк хушшинче пуçтарăнакан вăтам çÿп-çап шайне виçнĕ. Чăнах та, ялта пурăнакансем çÿп-çапăн пĕр пайне хăйсемех тирпейлеççĕ. Анчах та регионаллă оператор ĕçлекен ялсенче çÿп-çап шайĕ палăрмаллах ÿсни курăннă. Апла пулсан, ялсенче çÿп-çап пур, çакна ял таврашĕнчи çырмасенче тата вăрмансенче йĕркеленĕ свалкăсем те çирĕплетеççĕ. Хăш-пĕр чухне çÿп-çапăн пĕр пайне, çав шутра пластик савăтсене те, çунтараççĕ. Çакă вара çут çанталăка пысăк сиен кÿрет. Регионаллă оператор ĕçлеме пуçланă май, çынсем ытларах çÿп-çапа турттарса тухма парса ярĕç. Енчен те халĕ вĕсем ăна ниçта хума май çуккипе хăйсем тĕллĕн тирпейлеме тăрăшаççĕ пулсан, малашне ăна регионаллă оператора парса яма ансатрах пулĕ.
Регионаллă операторăн тĕп тĕллевĕ — Чăваш Енри пур ял-хуларан та /вĕсем вара — 1740/ çÿп-çап турттарса тухас ĕçе йĕркелесси. Пирĕн республикăра Атăлçи округĕнчи ытти регионсемпе танлаштарсан — нормативсем чи пĕчĕккисен йышĕнче. Ялсенче тата хуласенче пурăнакансем пурте пĕр пек условисене лекчĕр тесе пурин валли те пĕр норматив — кашни çын пуçне çулталăкне 2,02 кубла метр çÿп-çап /е 215,84 килограмм, е кашни кун 600 грамм/ çирĕплетнĕ. Çавăнпа та кашни çын пуçне пĕр пек тÿлев — 74,44 тенкĕ лекет.
Коммуналлă хытă каяшсене тирпейлессипе çыхăннă ыйтусем чылай.
Çавăнпа та сире контейнерсем лартманни канăçсăрлантарать пулсассăн хурава вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕнче шырамалла.
Саккуна пăхăнмасăр çÿп-çап пăрахнă вырăнсем пирки ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствине пĕлтерĕр /Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 33-мĕш çурт, тел.: 8/8352/56-52-80, электрон почти: minpriroda@cap.ru/.
Регионти операторсен ĕçĕшĕн тÿленĕшĕн ЧР Çурт-йĕр патшалăх ин-спекцине шăнкăравлăр /Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 16-мĕш çурт, тел.: 8/8352/64-22-66, электрон почти: goszhil-mail@cap.ru/.
ЧР строительство, архитектура тата коммуналлă хуçалăх министерствине пĕлтермелле /Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт, тел.: 8/8352/62-10-31, электрон почти: construc@cap.ru/.
Регионти оператор тарифĕсем пирки ЧР конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службине пĕлтермелле /Шупашкар хули, Республика площачĕ, 2-мĕш çурт, тел.: 8/8352/56-50-66, электрон почти: tarif@cap.ru/.
ЧР Строительство министерстви.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *