Хаваслă уяв кунĕсем

Хаваслă уяв кунĕсем

Çемье пирĕншĕн пуриншĕн те тĕрек пулса тăрать. Çемье хăтлăхĕпе тĕрекĕ, ăна ертсе пыраканĕ вара паллах, анне. Ăна валли чи-чи ыррине, асамлине тăвас килет. Анне — кашниншĕнех пурнăçра чи çывăх çын. Унăн сăнарĕ ачисемшĕн юратупа тимлĕх тата асамлăх палли шутланать.
Аннесене халалласа ноябрĕн 23-мĕшĕнче Хырхĕрри вулавăш çуртĕнче «Аннесен çепĕç аллисем» уяв иртрĕ. Çак уява йĕркелесе ертсе пыраканĕ Дмирий Никонов библиотекарь пулчĕ.
Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем амăшĕсем валли юрăсем шăратрĕç, сăвăсем вуларĕç. Уяв тĕрлĕрен конкурссемпе, пуçватмăшсемпе пуян пулчĕ. Залра ларакан амăшĕсем ачисене пултаруллă пулнишĕн алă çупса хавхалантарчĕç, малалла тата та пысăкрах утăмсем тума сунчĕç.
Сăмах май, Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче те аннесене халалласа савăнăçлă концерт иртрĕ. Концертра Хырхĕрри культура çурчĕ çумĕнчи «Палан» фольклор ушкăнĕ куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Çак кун, салтак çулне çитнĕ Владислав Хлебникова та чыслă сăмах каласа, хисеплесе фольклор ушкăнĕ «Через две зимы» юрăпа саламларĕ.
Уяв малалла тăсăлнă май, Галинăпа Владимир Петровсем çемье пурнăçĕ çинчен кулăшла сценка выляса пачĕç.
Геннадий Петров вара, ачасем амăшĕсене валли йывăçран касса кăларнă, кил-çуртра кирлĕ япаласем, парне парса савăнтарчĕ. Кунта ачасем амăшĕсене чăннипех те хăйсен ĕçĕсемпе тĕлĕнтерчĕç. Кам йĕтĕр, кам тукмак, кам тăвар хумалли савăт туса хатĕрленĕ.
Ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н. Воробьев уяв ячĕпе «Палан» ушкăнра юрлакан аннесене Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Куракансем концерта тулли кăмăлпа пăхрĕç, кашни номере тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
Юлашкинчен пухăннă халăхпа пĕрле фольклор ушкăнĕ пурте пĕлекен чăваш халăх юррине шăратрĕç.
Н.ЕРШОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *