Чи лайăх дружинник паллă

Чи лайăх дружинник паллă

çал Чăваш Енре пĕрремĕш хут чи лайăх дружиннике палăртма конкурс йĕркелерĕç. Район шайĕнче çĕнтернисем республика ăмăртăвĕнче «Чи лайăххи» ята тивĕçессишĕн тăрăшрĕç. Тупăшу питĕ хĕрÿ иртрĕ. Дружинниксен хăйсене пур енлĕн кăтартма тиврĕ. Вĕсем пăшалтан та печĕç, саккунсене пĕлнине кăтартрĕç, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пачĕç. Çавăн пекех халăх дружинникĕсен кĕлетке-çурăм пиçĕлĕхне те тĕрĕслерĕç. Çак пахалăхсем вĕсене общество ĕçне пурнăçланă чухне кирлĕ пуласси куçкĕрет.
Республика конкурсĕнче палăрнисене ноябрĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнче чысларĕç. «Чи лайăх халăх дружинникĕ» ята Элĕк районĕнчи Эрик Ванифатьев çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăна Çĕрпÿ районĕнчи Григорий Григорьев тухнă, Вăрмар районĕнчи Александр Краснов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Пирĕн район чысне хÿтĕленĕ Вера Сивкинана Дипломпа чысланă.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *