«Çут тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Вĕсем пурришĕн савăнатăп», — терĕ Чĕчкен ялĕнче пурăнакан хисеплĕ Альба Бариевна Мустафина. Вăл кăçал çурт умĕнче ларакан тиреке тĕпрен касма май килнĕшĕн чунтан хĕпĕртенĕ. Епле савăнмăн? 60—70 çул ытла ÿснĕ йывăçа икĕ алăпа та ытамлама çук вĕт. Унăн сарлакăшĕ пĕр метр ытла, унпа пĕрлех вăл пĕлĕтеллĕ кармашнă та кармашнă. Турачĕсем çурт тăррине мĕн чухлĕ сиен кÿмен-ши? Ватă çыншăн вара çурт тăррине кашнинчех юсасси çăмăл ĕç мар. Йывăçа касас ыйту нихăçан та канăç паман. Яланах шухăшланă ун пирки. Кăçал вара ыйтăва уçăмлатас тесе Альба Бариевна район администрацийĕн пуçлăхĕ патĕнче пулнă, Александр Осиповпа тĕл пулнă.
— Мĕн ыйтупа килнине каласа патăм. Çурт умĕнчи йывăçа касма пулăшу ыйтрăм. Вăл хирĕçлемерĕ. Пулăшатпăр тесе çирĕплетсех хурав пачĕ мана. Тавах ăна. Нумай кĕттермерĕ. Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов тата ĕçченсем тăрăшнипе йывăçа кĕске вăхăт хушшинчех касса пачĕç. Ятарлă кран чĕнсе илчĕç вĕт. Ырă ĕçшĕн чĕререн тав тăватăп вĕсене. Ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлакансене хисеплетĕп. Çакăн пек çынсем пирĕн хушăра пурришĕн те чунтан хĕпĕртетĕп, — тет савăнăçне пытармасăр Альба Бариевна.
Чăннипех çапла. Çак ĕçе пĕччен пурнăçлама çук. Вăл çеç те мар. Йывăç касма ятарлă службăсем ирĕк пани те кирлĕ. Влаç органĕсенче тăрăшакансен те ĕçе пĕлсе йĕркелемелле. Альба Бариевна вара пĕччен пурăнаканскер, пысăк ĕçе пурнăçлама вăй çитереймĕччĕ.
Ватă çыннăн пурнăç сукмакне тишкерес пулсассăн, вăл хăй те яланах пур ĕçре те пуçаруллă пулнипе палăрса тăнă. 20 çула яхăн Чĕчкен ял Совечĕн председателĕнче тăрăшнăскер, нумай çынна пулăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайсассăн та Альба Бариевна обществăлла ĕçе хастар хутшăннă. Вăл 22 çул ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пынă. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ ыйтăва татса пама май килнĕ пулĕ.
— Шаннă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Чĕчкен ял тăрăхĕнче тутарсемпе чăвашсем яланах килĕштерсе пурăннăран, ĕçлеме те çăмăлрах пулнă. Чăвашсене хисеплетĕп, эпĕ вĕсемпе питĕ туслă. Ахальтен мар вĕсен юррисене итлеме кăмăллатăп, «Каçал ен» хаçата та чăтăмсăррăн кĕтетĕп, — терĕ хавхаланса Альба Бариевна.
Сакăр теçеткерен иртнĕ ватă паянхи кунпа савăнса пурăнать. Пурнăçра ал парса пулăшнăшăн тав тăвать. Сумлă ватăна савăнма нумай кирлĕ мар, тивĕçлĕ пулăшу кÿни унăн чĕринче ĕмĕрлĕхех вырнаçнă.
А.ЕФРЕМОВА.