Четверг, 18 апреля

Пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени пулăшать

Пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени пулăшать

Çулла вăл кĕркуннеччен кăна. Çапла, кун иртет те каç пулать, вăхăт ытла та питĕ хăвăрт шăвать. Тинрех кăна çап-çамрăкчĕ, халĕ вара вĕсем — «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕскерсем. Комсомольскинче пурăнакан Девора Гавриловнăпа Емельян Васильевич Спиридоновсем пурнăçа ахальтен пурăнса ирттермеççĕ. Вĕсен ĕç стажĕ кашнийĕн 40 çултан иртнĕ. Пысăк хастарлăхпа ĕçленĕшĕн иккĕшĕ те тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Çак кунсенче Девора Спиридонован пурнăçĕнче тепĕр паллă пулăм пулчĕ. Хĕрарăма тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç.
Девора — Елчĕк район хĕрĕ. Вăл Тĕмер ялĕнчи Людмила Кирилловнăпа Гавриил Гаврилович Гавриловсен нумай ачаллă çемйинче çуралса ÿснĕ. Хĕрачан амăшĕ ĕмĕрĕпе вĕрентекенре ĕçленĕ, ашшĕ вара — колхозра. Вунă ачана, паллах, ÿстерме çăмăлах пулман. Ашшĕ-амăшĕн чи хастар пулăшуçи вара аслă хĕрĕ, Девора, пулнă: хăйĕнчен кĕçĕнреххисене пăхнă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе апатлантарнă, çуллахи кун пахчара çум çумланă, çанталăк кĕр енне сулăнсан йĕтем çинче тăрăшнă. Ваттисем калашле, унăн ури çине ĕне ытла ир пуснă. Шкулта та аван вĕреннĕ чиперкке ялĕнчи сакăр класлă шкул хыççăн Тутар АССРĕнчи Пăва хулине çул тытнă. Экзаменсене аван тытнă хыççăн хĕре медицина училищине вĕренме илнĕ. Студент пурнăçĕ, çунатлă çамрăклăх… Дипломлă специалиста 1969 çулта Патăрьел районĕнчи Треньел ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме яраççĕ. Асăннă ял «Путь Ленина» колхоза кĕнĕ.
— Ĕçре тĕрлĕрен самант та пулать, аса илмелли, чăн та, питĕ нумай. Ялти медицина сестри — чирлĕ çыннăн пĕрремĕш пулăшуçи вăл. Çыннăн пурнăçĕ, тĕрĕссипе, пĕтĕмпех унăн аллинче. Çакна асра тытнă эпĕ, вăл вăхăтра çулсем те хальхи евĕр марччĕ, çапах та кирлĕ çĕре яланах вăхăтра çитме тăрăшнă, — иртнĕ кунĕсене куçĕ умне кăларчĕ Девора Гавриловна.
Тăманлă Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ Емельян Васильевич çак вăхăтра вара тăватă яла пĕрлештерекен «Путь Ленина» колхозра тĕп агрономра ĕçленĕ. Шÿтлеме, калаçма ăста çамрăк хĕре пĕрре курсах килĕштернĕ. Хĕр Емельян Васильевич пурнăçра шанчăклă мăшăр пуласса чун-чĕрипе туйнă. Тĕп агрономăн чĕри те çак çунатлă çамрăк чиперккешĕнех çуннă. Часах çамрăксем, телее, пĕр чĕлхе тупнă. Туйăмĕсене чылай вăхăт тĕрĕслемен вĕсем, çемье çавăрса туй-çăнăхта кĕрлеттернĕ. Вĕсен пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă.
Пултаруллă арçынна ĕçтешĕсем те хисепленĕ, вăл ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Çурхи-кĕрхи ĕçсем вăхăтĕнче Емельян Васильевич уй-хиртен кĕме пĕлмен. Нумай шанăç паракан, ĕçре хастар специалиста Патăрьел районĕнчи ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ пулма шаннă. Ĕçĕ епле — яваплăхĕ те çапла. Чылай чухне Емельян Васильевич килне каçа юлса таврăннă. Анчах та çемьере ку тĕлĕшпе ятлаçасси, хирĕçесси пулман. Вĕсен ку вăхăтра ывăлпа хĕр çуралнă ĕнтĕ. Мăшăрĕ ăна ăшшăн кĕтсе илсе вĕри апатпа сăйланă, шăкăл-шăкăл калаçса упăшкин кăмăлне уçнă.
Тăван тăрăх, тăван ен… Кирек епле пулсан та вăл хăйĕн ывăл-хĕрне, кăчăк туртнă евĕр, хăй патнеллех чĕнет. Емельян Васильевичăн пурнăçĕнче те çапла пулса тухнă. Çамрăксем 1981 çулта Комсомольскине куçса килсе тĕпленеççĕ.
— Чи малтанах сад ĕрчетме шут тытрăмăр. Çак тĕллевпе Патăрьелĕнчи питомникрен панулми йывăççисем, чие, хурлăхан, слива тĕммисем туянтăмăр, — терĕ Девора Гавриловна.
Мăшăр часах çĕнĕ çурт лартнă, хуралтă çавăрса выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Ĕне-вăкăр, сурăхсем тытнă.
Комсомольскинче Емельян Васильевич малтанах «Заря» колхоз председателĕн çумĕнче, кайран Тукайри комбикорм цехĕн начальникĕнче, унтан «Комсомольский» совхозри ĕне выльăх самăртакан комплекс начальникĕнче, совхозри партком секретарĕнче, районти «Уют» йăла çурчĕн директорĕнче, «Зилант» страховани компанийĕн специалистĕнче ĕçленĕ. Пур çĕрте те тÿрĕ чунпа тăрăшнă вăл. Çавна пула хастар ĕçчене пуçлăхсем те, халăх та хисепленĕ, хисеплеççĕ те.
Девора Гавриловна хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă. Вăл Комсомольски вăтам шкулĕнче фельдшерицăра ĕмĕрĕпе ĕçленĕ. Ĕçчене, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнине пула, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем юратнă, сума сунă.
— Пĕчĕк ачасемпе ĕçлеме питĕ интереслĕ, вĕсем нимĕн пытарма та пĕлмеççĕ тесен те йăнăш мар. Темĕнле сÿрĕк кăмăллă çынна та вĕсем, шăпăрлансем, хаваслантарма пĕлеççĕ. Хамăн ĕçе халĕ те питĕ юрататăп, мăшăрăм агроном пулнăран-ши, çĕр ĕçне те чунтан кăмăллатăп. Тивĕçлĕ канура пулнă май, вăхăт чылай. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех иксĕмĕр пахчара тăрăшатпăр, теплицăра помидор, хăяр, редис çитĕнтеретпĕр. Ачасемпе мăнуксем кил тĕлне манмаççĕ, тăван çурт сукмакне такăрлатсах тăраççĕ. Вĕсене хамăр çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе сăйлатпăр, — йăл кулчĕ савăк кăмăллă хĕрарăм.
Ашшĕпе амăшĕ, Девора Гавриловнăпа Емельян Васильевич, тăватă ачине, Юрий, Сергей, Виктор ывăлĕсене тата Лариса хĕрне кун-çул парнелесе телейлĕ çитĕнтернĕ, халăха юрăхлă пулмашкăн пилленĕ, вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшнă. Ачисем пурте аслă пĕлÿллĕ, çемьеллĕ. Мăшăрĕсемпе хăйсем ача-пăча çитĕнтереççĕ. Спиридоновсен хальхи вăхăтра пилĕк мăнук: Антон, Михаил, Григорий, Дмитрий тата Дарья. Аслă мăнукĕ кăçал çемье çавăрнă пулсан, чи кĕçĕнни вара, Дарья, садике çеç çÿрет.
Пурнăç… Кашнин вăл, паллах, тĕрлĕрен. Вăл епле эрешленесси вара, чылай чух, хамăртан та нумай килет.
— Çемье телейлĕ пулсан эпир пурте телейлĕ. Савăнăçа, хуйха-суйха çурмаран пайласа, алла-аллăн тытăнса мăшăрăмпа пĕр сукмака хĕрĕх сакăр çул такăрлататпăр. Ку, пĕр енчен пăхсан, питĕ нумай, çав вăхăтрах сахал та. Тĕрлĕ самант та пулнă пуль, анчах та пурнăçри кукăр-макăрсене çĕнсе тухма пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланни пулăшать. Çапса хуçиччен чĕнменни пахарах, пĕр вут чĕртсен ăна сÿнтерме питĕ йывăр, — терĕç Спиридоновсем сывпуллашнă май.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *