Ыйтусем пур, вĕсене уçăмлатмалла

Ыйтусем пур, вĕсене уçăмлатмалла

Декабрĕн 3-мĕшĕнче «Каçал ен» хаçат редакцийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа хĕрÿ лини пулчĕ. Çав кун вунвиçĕ сехетрен пуçласа вунпилĕк сехетчен районта пурăнакансем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене ертÿçĕне пама пултарчĕç. Çак майпа чылайăн усă курчĕç, редакци телефонĕ çине шăнкăрав хыççăн шăнкăрав килчĕ. Хăшĕсем ыйтăвĕсене маларах та пачĕç, электрон почтăпа та ячĕç.

Тĕпрен илсен, район çыннисене хытă каяшсене илсе тухасси, çулсен юсавлăхĕ, урамсенче çутă çукки, нумай ачаллисене паракан çăмăллăхсем, пенси ыйтăвĕ, тирпей илем тата ытти те пăшăрхантарать. Телефонпа шăнкăравлакансене Александр Николаевич çийĕнчех хуравсем парса пычĕ е вĕсене çитес вăхăтра уçăмлатма шантарчĕ. Райадминистрацин капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Инна Лепешкина, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Олег Абросимов, Вера Сумзина специалист, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Ирина Белобаева хĕрÿ линие хутшăнчĕç, вĕсен ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене çийĕнчех татса пама пулăшрĕç.
Урмаел ялĕнче пурăнакан Аглеметдин Сахров хытă каяшсене илсе тухакан тÿлевпе кăмăлсăр. Вăл пĕлтернĕ тăрăх вĕсем килте 7-ĕн пурăнаççĕ, çавăнпа та кил хуçин уйăхра 521,08 тенкĕ тÿлемелле. Аглеметдин Сатртдинович пĕлтернĕ тăрăх, ялта пурăнаканăн контейнерсене пăрахмалли хытă каяш çук. Хута, вут-шанкăна вĕсем çунтараççĕ, пахча çимĕç юлашкине выльăх-чĕрлĕх çиет. «Мĕншĕн тÿлемелле-ши?», — тет йышăнăва килнĕ арçын.
К.Антонов микрорайонĕнче пурăнакан Галина Мельниковăна вара капиталлă юсавшăн хывакан укçа-тенкĕ ыйтăвĕ канăç памасть. Вăл пурăнакан çуртра асăннă тÿлеве хывман çынсем те пур иккен.
Вера Никифорова Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан 98 çулхи амăшĕн кил-çуртĕнче «сенкер çулăм» çунманшăн пăшăрханать, кăштах та пулин пулăшу кÿрессе шанать.
Хĕрÿ линие хутшăннисем граждансен хастарлăхне палăртрĕç. Ара, халăх мĕнле пурăннине, ăна мĕн хумхантарнине пĕлни район ертÿлĕхне ытларах мĕн енĕпе ĕçлемеллине çул кăтартать, района аталантарма тата кунта пурăнакансен пурнăçне аванлатма пулăшать. Александр Осипов хĕрÿ линие килнĕ ыйтусем пĕр çынна çеç мар, пурне те пырса тивнине палăртрĕ.
Хумхантаракан ыйтусене халăх тÿрремĕн пама пултартăр тесе редакци район администрацийĕн пуçлăхĕпе, ытти организацисен ертÿçисемпе малашне те хĕрÿ линисем йĕркелеме хатĕр. Ку тĕлĕшпе хаçат вулаканĕсенчен сĕнÿсем кĕтетпĕр.
«Хĕрÿ линие» килнĕ кашни ыйту вара хуравсăр юлмасть. Хуравсем хаçатăн çитес номерĕсенче пулĕç.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *