Иртнĕ çулла пирĕн отряд ачисем Волхов фрончĕ иртнĕ вырăнсенче экспедицире пулчĕç. Любань операцийĕ вăхăтĕнче унта нумай-нумай салтак вăрманпа шурлăхсенче яланлăха выртса юлнă. 2-мĕш çар дивизийĕсем кунта выçăпа аптранă, чĕрĕ юлас тесе тапаçланнă салтаксем ункăра чух выçăран йывăç вуллисене сÿсе çинĕ. Питĕ йывăр çав вăрмансем тăрăх çÿреме, таçта та вăрçă йĕрĕ курăнать. Траншейăсенче ятсăр салтаксем — пире хÿтĕлесе хăйсене шеллемен арçынсем, каччăсемпе хĕрсем — паянхи кунчченех выртаççĕ. Хушăран нимĕç салтакĕн юлашкисем те тĕл пулаççĕ.
Яла таврăнсан эпир Волхов фронтĕнче çапăçнă ентешсем çинчен пĕлме тăрăшрăмăр. Питĕ нумайăн вĕсем… Паян эпир Аслă Чурачăк ялĕнче 1923 çулта çуралнă Никодим Дмитриевич Степанов аслă сержант çинчен каласа парас тетпĕр.
Пире унăн паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ тĕлĕнтерчĕ. 18 çула çитнĕ каччă — ача-пăча çеç пек вĕт. Анчах та Никодим ыттисемпе танах 1941 çулта вăрçа кайнă. Малтанах вăл Ленинград фрончĕн 662-мĕш каçхи бомбардировка тăвакан авиаци полкне /ночной бомбардировочный авиаполк/ пилот пулса лекет. Каччă 1942 çулхи нарăс — пуш уйăхĕсенче паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçет.
1942 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕ тĕлне ентеш 65 хутчен тĕрлĕ хушупа сывлăша çĕкленет. Разведкăсене тухсан кирлĕ хыпара вăхăтра илсе килет, каçсерен нимĕçсен пулемет точкисене тупса аркатать, тăшман поезчĕсене, машинисене тĕп тăвать.
Ытти пилотсем хушшинче хăйне сăпайлă тытнипе палăрать, вĕçевсене тухсан пачах та çухалса каймасть.
Çав çулхи нарăс уйăхĕнчех летчик Волхов фрончĕн 52-мĕш çарĕнче эскадрилья звенин командирĕ пулса тăрать. 1943 çулхи пуш уйăхĕ тĕлне маттур каччă пурĕ 390 яхăн хутчен сывлăша самолетпа çĕкленет, тăшманăн 30 пулемет точкине, 9 артиллери орудине, 6 прожекторĕпе 23 машинине аркатать. Пирĕн салтаксене тĕп тума хатĕрленнĕ нимĕçсен 6 çар хатĕр складне сирпĕтет, тĕрлĕ хĕç-пăшал турттаракан 5 эшелонне, нимĕçсем вырнаçнă 17 йăвана тĕп тăвать. Çак хушăрах каçсерен 31 хутчен разведкăсенчен питĕ хаклă информаци тупса таврăнать, 47 хут сывлăш урлă хамăр салтаксене çар хатĕрĕ, апат-çимĕç, медикамент çитерсе парать, 11 аманнă салтака, командира вилĕмрен çăлса хăварать. Питĕ хăюллă, нихçан та аптраса ÿкмест, çухалса каймасть», — тесе çырнă Никодим Степанов пирки командирĕсем. Çакăншăнах ентеше 1-мĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе чыслаççĕ.
Час-час разведкăна тухнă пилот тăшман вут-çулăмĕпе тĕл пулнă, хăй эскадрилйине маттур ентеш çаврăнăçуллă та чее, тавçăруллă пулнипе темиçе хут та вилĕм картинчен сывах илсе таврăнма пултарнă, нумай-нумай аманнă салтаксене, командирсене вилĕмрен çăлнă. Малти линисене апат-çимĕç, эмел, çар хатĕрĕ çитерсе парса аманнисене тыла илсе килнĕ. «Лăпкă та çав хушăрах ялан çивĕч те хастар, хăюллă, аптраса тăман çын», — тесе çырнă Никодим Степанов пирки Поздняков майор. 1944 çул пуçламăшĕ тĕлне вăл сывлăшра 1360 хут пулать. Сандомир плацдармĕ патĕнчен малалла ялан малти линисенче çапăçать тăшманпа хăюллă каччă. Аслă лейтенант ятне илнĕскер 556 эскадрилья командирĕ пулать, икĕ хут /!/ Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçет. Паттăр салтака Ленинграда хÿтĕленĕшĕн медальпе чыслаççĕ.
Пирĕншĕн Никодим Степанов — 18 çулхи каччă — чăн-чăн паттăр. Ун пек ентешсемпе эпир чăннипех те мухтанма пултаратпăр. «Паянхи кун Никодим Степановпа алă тытма тÿр килес пулсан эпĕ хама чăн çăлтăрпа тĕл пулнă тесе шутлăттăм», — терĕ пирĕн отряд ачи. Аслă Чурачăк ял çыннисем хăйсен ентешне асра тытасса шанса тăратпăр. Район çыннисем паттăр салтаксене манса ан кайччăр тесе вĕсем пирки аса илтеретпĕр.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи шыравçăсен «Наследие» отрячĕ.