Ултав серепине лекес мар

Хальхи вăхăтра ултавçăсен серепине çакланакансем çинчен час-часах илтме пулать. Яланах тимлĕ пулмаллине, ют çынсем шантарнине ĕненмелле маррине нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пулать.
Акă, пĕр кунхине Шупашкарти полици уйрăмне Елчĕк районĕнчи 49 çулхи арçын çитнĕ. Вăл темиçе çул каялла биодобавкăсем туяннине каласа панă. Кăçалхи октябрьте вара ăна пĕр хĕрарăм шăнкăравланă, вăл хăйĕнпе прокуратура ĕçченĕ тесе паллаштарнă, асăннă медицина препарачĕсене туяннă кашни çынна 580 пин тенкĕ компенсаци тÿлевĕ тивĕçнине пĕлтернĕ. Ăна илес тесен арçыннăн 29 пин тенкĕ патшалăх пошлини тÿлемеллине палăртнă. Арçын çапла тунă та.
Темиçе кунран компенсаци Шупашкарти банкри счет çине куçнине пĕлтернĕ, ăна илме страховани укçи 116 пин тенкĕ тÿлемеллине палăртнă, çак укçана кайран каялла тавăрса пама шантарнă. Малалла вара ултавçăсем йăнăшса 580 пин тенкĕ вырăнне 1160 тенкĕ куçарса панине пĕлтернĕ, çавăнпа та страховка комиссийĕ 290 пин тенкĕ куçармаллине, унтан йăнăшпа куçарнă укçана тавăрма тата 200 пин тенкĕ ярса памаллине палăртнă. Пĕтĕмĕшле Елчĕк çынни пĕр уйăхра 870 пин тенкĕ ытла куçарса панă. Юлашкинчен ултавçăсем 3 миллион тенкĕ пама шантарса çакна валли каллех укçа куçарса пама ыйтнă. Арçын çавăн чухне çеç хăй улталаннине ăнкарса илсе полицие çитнĕ.
Çак кунсенче вара ултавçăсем Шупашкар хĕрне те шăнман пăр çине лартнă. Хĕр 191 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă.
Çак тĕслĕхсем пирки уголовлă ĕç пуçарнă, ултавçăсем камсем пулнине тĕпчеççĕ.
Телефонпа шăнкăравлакансене ан ĕненĕр! Тимлĕ пулăр! Пĕлмен çынсене укçа-тенкĕ куçарса ан парăр!

И.АВДЕЕВ.
Андрей Марин, муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн участковăйĕ:
— Районта пурăнакансен тимлĕ те асăрхануллă пулмалли пирки тепĕр хутчен аса илтересшĕн. Юлашки вăхăтра телефонпа çеç шăнкăравласа улталамаççĕ. Хăш-пĕр ялсенче килрен çÿресе «шăнман пăр» çине лартса хăвараççĕ. Юлашки вăхăтра уйрăмах ялсенче электричество счетчикне улăштармалла тесе çÿреççĕ. Çынсем вара ултав серепине лексе пĕлмен-палламан çынсене укçа кăларса тыттараççĕ те. Çавăн пекех пластик чÿречесене тĕрĕслетпĕр, кăлтăксене юсатпăр тесе çÿрекенсем те тĕл пулаççĕ, вĕсем телефонпа та шăнкăравлаççĕ. Ан ĕненĕр! Укçа ахаль тÿлесе ан ярăр! Тĕрлĕ тавар, эмел сутса çÿрекенсем те сахал мар халĕ. Унпа пĕрлех ялсенче цифра телевиденийĕн каналĕсене курмалли приставкăсем сутса çÿрекенсене те тĕл пулма пулать иккен. Асăрхаттаратпăр! Палламан, пĕлмен çынсене киле кĕртме ан васкăр! Вĕсен докуменчĕсене ыйтăр! Иккĕленетĕр пулсассăн, ултав пирки пĕлсессĕн тÿрех 02 е 102 номерпе шăнкăравлăр. Ултавçăсем ăçта çÿренине пĕлтерĕр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *