Суббота, 20 апреля

Стипендие тивĕçнĕ, конкурсра çĕнтернĕ

Стипендие тивĕçнĕ, конкурсра çĕнтернĕ

«Тантăш» хаçат редакцийĕ Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе пĕрле сăнÿкерчĕксен «Симĕс тавралăх» конкурсне йĕркеленĕ.
Вăл виçĕ ушкăнри яш-кĕрĕм хушшинче иртнĕ. Тĕрлĕ çулсенчи ачасем хăйсен ĕçĕсене редакцие ярса панă. Паллах, жюрие чи илемлĕ сăнÿкерчĕке тупса палăртма çăмăл пулман, çапах та çĕнтерÿçĕсене тупнах. Аслă ушкăнрисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Снежана Павлова çĕнсе илнĕ.
— Снежана питĕ пултаруллă хĕрача. Вăл — обществăлла ĕçре хастар. Хĕр — шкулти «Вместе» волонтер отрячĕн членĕ. Уçă саслă чиперкке питĕ хитре юрлать, ташă енĕпе те пултаруллă вăл. Çавăн пекех Снежана спортра та, вĕренÿре те маттур. «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе ашшĕ-амăшне савăнтарать, — тет класс ертÿçи Ирина Яковлева.
Хĕрача тĕрлĕрен предметпа иртекен олимпиадăсене, конкурс-викторинăсене час-часах хутшăнса хăйĕн ăсталăхне татах та ÿстерет. Вăл «Çĕнтерÿçĕ», е «Призер» ятсене çĕнсе илет. 2015 çулта «Фотохроника Великой Отечественной войны» республика конкурсне хутшăнса малти вырăна тивĕçнĕ. Иртнĕ çул Снежана Анапа хулинче иртнĕ «Парк будущего» мероприятие хутшăннă. Хĕрачан пултарулăхне, тăрăшулăхне пысăк хак пани — Снежана район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçни.
И.БОРИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *