Понедельник, 7 октября

Пурнăç каçалăкĕ тăсăлать

Пурнăç каçалăкĕ тăсăлать

Анне… Еплерех ăшă та çепĕç сăмах. Çак асамлă пĕр сăмах çинче пĕтĕм тĕнче тытăнса тăрать тейĕн. Ачисем чирлесен те, хуйхă-суйхăпа савăнăç пулсан та, чăн малтан çакна аннен чĕри туять. Вăл вара хăй çинчен шухăшламасăр ачисене пулăшма тăрăшать, эмел вырăнне ăшă сăмахсем каласа хуйха пусарать. Хĕллехи сивĕ каçсенче ачисем ан шăнччăр тесе, çăмран алсиш-нуски çыхса парать. Мĕн тери телей вăл çĕр çинче анне пурăнни! Тата мĕн чухлĕ сăвă-юрă аннесем çинчен çырнă поэтсем. Чăнах та, аннен кулли, аннен ăшши, аннен вăй-хăвачĕ — кунта каласа та, çырса та пĕтерейми сăмахсем. Пурăнан пурнăçра хура-шурĕ сăн-питне тарăн сухаласа, çÿçÿнте пурнăç пур-çăнĕ мĕн чухлĕ карнă-ши?
Çак кунсенче Пĕтĕм тĕнчери аннесен уявĕ. Аннесен кунне халалласа культура ĕçченĕсем, шкул ачисем концертсем лартаççĕ. Вĕсем аннесене мухтаса, юратса тĕрлĕрен тĕрлĕ сăвăсем вулаççĕ, юрăсем юрлаççĕ.
Эпĕ вăрман варринче вырнаçнă Кĕтне Пасар ялĕн хисеплĕ хĕрарăмĕпе — Елена Петровна Исаевăпа паллаштарас терĕм.
Елена Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче 1951 çулта çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕ, Клавди аппа, хăйне пулăшмалăх хĕр çуралнăшăн питех те савăннă. Шăпа çапла пулса тухнă, амăшĕ виçĕ ачине пĕчченех ура çине тăратнă.
Пĕчĕклех куршанак çыпçăннă Лена çумне. Амăшне пулăшас тесе хĕрача çамрăклах колхозра ыттисемпе танах пăрçа валемĕ тунă, утă тавăрнă, чĕкĕнтĕрпе çĕр улми, куккурус çумлама çÿренĕ.
— Çителĕклĕ те савăнăçлă пулман пирĕн пурнăç. Урана тăхăнма пушмак çуккипе тăххăрмĕш класа каяймарăм,— куççульпе аса илчĕ иртнине Елена Петровна. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн хĕрача Шупашкара çитсе пир-авăр комбинатне ĕçлеме вырнаçать. Икĕ çул ĕçленĕ хыççăн вăл яла таврăнать. Патăрьелĕнче виçĕ уйăхлăх курсран вĕренсе тухнă хыççăн тăван хуçалăхри фермăра лаборанткăра ĕçлет. Нумаях та вăхăт иртмест, ăна осеменатор ĕçне шанса параççĕ.
Елена хăйĕн пулас мăшăрĕпе Филиппа кунтах паллашнă. Каччă фермăран района машинăпа сĕт турттарнă. Туйăмсене çамрăксем нумай вăхăт тĕрĕслемен, часах шавлă та хаваслă туй кĕрлеттернĕ.
Лена аппа «Восток» колхозра вăтăр сакăр çул юратнă ĕçĕнче тăрăшнă. Ферма унăн иккĕмĕш килĕ пулса тăнă. Вăл йышпа тăвакан ĕç хакне, пĕрлехи ÿсĕмре кашнин сумлă тÿпи пуррине лайăх ăнланса хаклама вĕренсе çитнĕ. Вăл тăрăшнипех хуçалăхра ăратлă выльăх çитĕнтерсе районти хуçалăхсене сутнă. Çакăн пек тăрăшуллă çынсем ĕçленипе «Восток» колхоз малтан мала аталанса пынă. Хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçланă Елена. Район, республика шайĕнчи Хисеп, Тав хучĕсем çакна çирĕплетсе параççĕ.
Еленăпа Филипп Исаевсем виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Ачисене вĕрентсе, кирлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ывăлĕсем тăван ялтах тĕпленнĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ, асламăшĕпе аслашшĕне мăнуксемпе савăнтараççĕ. Исаевсен ачисемпе мухтанмалăх пур.
— Ачасем мана лайăх пăхаççĕ. Кинсемпе, мăнуксемпе эпĕ питĕ кăмăллă, вĕсемпе чунтанах савăнатăп. Пурин те сывлăх пултăр, — терĕ Елена Петровна.
Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Нумаях пулмасть 48 çул пĕрле, килĕштерсе пурăннă мăшăрĕ вăхăтсăр вилнĕ.
Исаевсен кил-хуçалăхĕ çирĕп. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Лена аппа çу каçипех пахчара тăрăшать. Пушаннă вăхăтра вăрмана çырла-кăмпа татма çÿрет, хĕл валли çимĕçне те хăех хатĕрлет.
Хыçа юлнă çул çинче пурнăçăн кукăрĕ те пулнах пуль, анчах вĕсене ыттисем асăрхиччен хĕрарăм тÿрлетсех пынă. Шăпа пилленĕ çулпа çирĕппĕн утать хастар хĕрарăм. Мăнукĕсен ачисене утьăкка сиктерес тĕллевпе пурăнать Елена Петровна.
Н.ЕРШОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *