Пятница, 19 апреля

Аннеçĕм – чун управçи

Аннеçĕм – чун управçи

Атте-анне килĕ кашни çыншăн хаклă. Кунта яланах ăшă, çутă, хăтлă, хаваслă. Тăван килте пирĕн ачалăх иртет, унăн хÿттинче эпир пурнăçа, ĕçе вĕренетпĕр. Атте-анне çурчĕ, тăван кил пурри — иксĕлми телей. Тĕнчери чи чаплă пÿртĕн хакĕ çук, вăл ĕмĕрĕпех пирĕн чĕрере, кирек хăçан та вăй-хал парса тăрать. Çавăнпа ĕнтĕ: «Атте-анне килĕнче пурте пулăшаççĕ», — тенĕ ваттисем. Атте-анне килĕ — пурнăç çути, анне вара — чун управçи.
Юратнă аннеçĕм, Нина Васильевна Деменкова, Киров поселокĕнче пурăнать. Капăр та пысăк çуртра пĕчченех ирне пуçлать, кунне кунлать, каçне кĕтет, çĕрне ирттерет. Пĕр самант та ĕçсĕр лармасть вăл, вăхăта усăсăр ямасть. Картиш тулли чун чупать унăн: анне сурăх-качака усрать, чăх-кăвакал тытать. Пахчинче улма-çырла пиçет, тĕрлĕ çимĕç çитĕнет. Çăмне те арлать, алса-чăлха та çыхать, атте хывнă кăмакара çăкăр та пĕçерет, хăмлине татса сăрине те вĕретет. Хаçат-журнал та алăран ямасть, куçлăхсăрах вулать.
Килес çул, Питравра, аннеçĕм 85 тултарать. Сахал-и çакă е нумай — кашни хăйĕн виçипе хаклать. Çамрăксемшĕн вăрăм ĕмĕр пекех туйăнĕ ку, пирĕншĕн вара, ачисемшĕн, урăхла курăнать. Анне хăй çак çула çитессе нихăçан та шутламан. Вăрçă вăхăчĕ тата ун хыççăнхи çулсем никамшăн та çăмăл пулман, тертлĕ-нушаллă пурнăç тылли витĕр тухнă çынсем. Вĕсем тÿснине çамрăксем ан курччăрах.
Анне! Мĕн тери ытарайми чăваш сăмахĕ? Аннеçĕм сăнарĕ çуратакан туйăмсене палăртма сăмах çитмест, чунăмра янăракан кĕвве калама юррăм чухăн. Тĕнчери чи хаклă çынпа юнашар ларса ăшпиллĕн чарăнмасăр калаçас килет. «Анне паман ăса кĕнеке параймĕ», — тет халăх сăмахлăхĕ. Чăнах та, анне вĕрентĕвĕ, анне пилĕ пур çынна та кирлĕ. Анне — пурнăç пуçламăшĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Анне — халăх шанчăкĕ, чысĕ, мухтавĕ.
Аннесен чун канăçсăрлăхĕ пин-пин çул хушши пухăнса пынă. Этемлĕх аталанăвĕ амăшĕн алли, унăн ăс-тăнĕ, чун-чĕри витĕр тухса пырать. Кил илемĕ, хăтлăхĕ, çемьери килĕшÿ хĕрарăмран килет. Ачисене упраса йăха малалла тăсма Турри хăй хушнă ăна.
Чĕпписем тахçанах çитĕннĕ пулсан та анне ачисен чун-кăмăл шайлашăвне тимлесех тăрать.Пархатарлă çын пулма вĕрентет вăл пире. Ку питĕ сăваплă туйăм. «Ачусемпе юнашар пулсан та вĕсенчен çÿлерех тăр, вĕсене çывăх пул та — хăвăн хакна ан йÿнет, ырă кăмăллă пул та — çемçешкеленсе ан кай. «Ăна çак сăмахсенех хăйĕн амăшĕ — манăн кукамай каланă пулĕ. Кукамая — мăн кукамай. Ăруран ăрăва куçса пыракан пил сăмахĕсем.
Анне пурнăçĕ çăмăл пулманни паян кун та си-сĕнет. «Ĕçри тетрадьсене — çÿхе-и вĕсем, хулăн-и — тирпейлĕ тыт. Кирлĕ мар чухнех тем çырса таса хута пустуй сая ан яр. Кун каçа мĕн тумаллине палăртма ятарлă блокнот ту, çырса хурсан пĕр вак-тĕвек ĕçе те манса каймастăн. Уяв çи-пуçне пĕр кунтах япăхтарса ан яр. Ăна тирпейлĕн тытсан килес çул та, кайран та юратсах тăхăнатăн. Ал шăллипе те урай çумалла мар, тирпейлĕхре пĕрре такăнсан — такăнасси пулсах пырать», — тесе ăс парать вăл. «Лайăх пурăнăр, пархатар курăр. Нихăçан та ан ÿркенĕр, нимĕнле ĕçе те ан тиркĕр. Ĕçлекен çын яланах малалла ăнтăлать. Ăслă та пултаруллă ачасем çитĕнччĕр тесен ашшĕ-амăшĕн нумай вăй хумалла», — тесе пиллет.
Аннеçĕм ĕнтĕ мăн асанне ят-сумне илнĕ. Çапах та асатте-асанне пулнă ачисене паян кунччен те пепкисем пекех йышăнать вăл. «Асту, пÿрнÿне ан лектер. Асăрханса шакка», — халĕ те пăшăрханать вăл çÿçĕ шуралнă ывăлĕ аллине мăлатук тытсан. Нихăçан та сÿнми-сивĕнми юрату — амăшĕн сăваплă юратăвĕ ĕнтĕ ку.
Мăнукĕсемпе те пурнăç тути-маси пирки калаçать аннеçĕм. «Çакна асра тытăр: чи лайăххи — аннĕр валли! Ашшĕпе амăшĕн мĕн чухлĕ ĕçлеме тивнине сирĕн пĕлсе-ăнланса тăмалла»,— тесе вĕрентет.
Юлашки вăхăтра аннене час-часах тĕлĕкре куратăп, пурнăç управçи çинчен ытларах шухăшлатăп пулас. Эпĕ аннеçĕм патне кашни эрнерех çитетĕп, май килнĕ таран пулăшсах тăратăп, канăва та тăван килтех ирттеретĕп. Аннене хам патăмрах пурăнтарас тетĕп, анчах вăл килĕшмест. Хула пурнăçне тÿсеймест вăл, тÿрех ялшăн тунсăхлама тытăнать.
Аннесен куçĕ умне курăнса кайни кирлех çав пурнăçра. Ан тив, кучченеçÿ те çук, хаклă парнÿ те хатĕр ан пултăр — ачашшăн йăл кулса ăшă сăмах каланине мĕн çиттĕр? Çакă чи хакли, ун тĕшне нимĕнле парне те тăраймасть. Аçу-аннÿшĕн чи пысăк телей вăл — санăн тÿрĕ пурнăçу, ĕçченлĕхÿ, ÿсĕмÿсем те çитĕнĕвÿсем. Вĕсен пурнăçĕ ачисен-мăнукĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă.
Тĕлĕнмелле ăшă, пуян чун-чĕреллĕ ытарайми анне-аннеçĕм — чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ. Аннен ăсĕ маншăн — чи аслă та таса пĕлÿ паракан шкул.
Светлана ПЕТРУШКИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *