Санăн яту – анне

Санăн яту – анне

Аннесен кунĕ — хумхантаракан та çепĕç уяв. Вăл ытти çемье уявĕсем хушшинче уйрăмах хисеплĕ вырăнта тăрать. Раççейре 20 çул ĕнтĕ ăна ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче уявлаççĕ. Ырă йăла тăрăх, уяв кунĕ умĕн Чăвашстат специалисчĕсем республикăри аннесен статистика портретне хатĕрленĕ.
Чăваш Республикинче кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 655,2 пин хĕрарăм пурăннă /республика çыннисен пĕтĕмĕшле шутĕнчен — 53 процент/. Вĕсенчен 423,8 пинĕ хуласенче, 231,4 пинĕ ялсенче пурăнаççĕ. Этемлĕхĕн черчен çуррин республикăри пĕтĕмĕшле шутĕнчен 282,7 пинĕшĕ — ача çуратма пултаракан ÿсĕмре /15—49 çулта/, вĕсенчен 124,8 пинĕшĕ — чи активлă ача çуратмалли ÿсĕмре /20—34 çулта/.
Кашни хĕрарăмшăнах çемье çавăрни питĕ пĕлтерĕшлĕ утăм шутланать. 2017 çулта ЗАГС органĕсем 7,2 пин çĕнĕ çемье чăмăртаннине регистрациленĕ. Хуласенче 4,4 пин мăшăр, ялсенче — 2,8 пин мăшăр хăйсен хутшăнăвĕсене паспорт çине штамп лартса çирĕплетнĕ. Качча тухакансен 76 проценчĕ пĕрремĕш хут çемье çавăрнă, 24 проценчĕ вара унччен те мăшăрлану керменĕнче çемье çавăрнине регистрациленĕ пулнă. Хĕрсем ытларах чухне 23 çулта алла венчет çĕрри тăхăнни паллă.
Хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ, унăн пурнăçĕнчи яваплă тапхăр — анне пулса тăрасси. 2017 çулта 13,9 пин пепке ?7,1 пин арçын ача тата 6,8 пин хĕрача/ çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен 80 проценчĕ официаллă майпа регистрациленĕ çемьесенче çуралнă. Хула тăрăхĕнче çут тĕнчене килнисенчен 51 проценчĕ — арçын ачасем, 49 проценчĕ — хĕрачасем. Ялсенче çуралакансенчен те арçын ачасем нумайрах — 52 процент, хĕрачасем — 48 процент.
Ытларах чухне 25—29 çулсенчи хĕрарăмсем ача çуратаççĕ /5 пин пепке/. 30—34 çулсенчи амăшĕсем иккĕмĕш вырăнта — 3,7 пин ача, 20—24 çулсенчи амăшĕсем виççĕмĕш вырăнта — 2,6 пин ача. 20 çула çитмен амăшĕсем 0,4 пин ача, 40 çултан иртнĕ амăшĕсем — 0,5 пин ача çуратнă. Вăтамран 28,7 çулти хĕрарăмсем анне пулса тăнă. Кашни хĕрарăм пуçне çуралнă ачасен шучĕ хуласенче 1,4-па, ялсенче — 2,4-па танлашнă.
2017 çулта 5,1 пин çемьере пĕрремĕш ача çуралнă, 5,8 пин ача — çемьере иккĕмĕш, 3 пин ача — виççĕмĕш е ытларах пулнă. 148 хĕрарăм — йĕкĕреш, 4 хĕрарăм — харăсах виçĕ пепке çуратнă. Кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенче вара 10 пине яхăн ача çут тĕнчене килнĕ, вĕсенчен 4,2 пинĕшĕ — çемьери иккĕмĕш ачасем.
Ача çурални — хĕрарăмшăн чăн телей. Унпа пĕрлех çамрăк аннесен ĕçĕсем нумайланаççĕ. Чи малтанах пепке валли япаласем туянас пулать. Тин çуралнă ачасене уйрăм кравать тата ача-пăча матрасĕ кирлĕ. Вĕсен вăтам хакĕ паянхи кун 4703 тата 1309 тенкĕпе танлашать. Пĕчĕккисене çитермелли аш консервисен пĕр килограмĕ вăтамран 659 тенкĕ, пахча çимĕç нимĕрĕн — 434 тенкĕ, улма-çырла нимĕрĕн — 339 тенкĕ. Ятарлă сĕт хутăшĕн килограмĕ вăтамран 808 тенке ларать. Пепкене кашни кун урама уçăлтарма илсе тухмалла. Çакна валли ăшă комбинезон /вăтам хакĕ — 3127 тенкĕ/, ача кÿмми /12046 тенкĕ/ кирлĕ. Чи пĕчĕккисем валли пластмасран хатĕрленĕ тетте вăтамран 255 тенкĕ тăрать.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Анне — пĕчĕккисен те, çитĕннисен те пурнăçĕнчи чи пысăк пуянлăх. Юратăр аннĕрсене, тимлĕх уйăрăр, уявра чечек çыххипе савăнтарма ан манăр.
ЧĂВАШСТАТ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *