Пятница, 13 декабря

Вĕренекенсемпе тĕл пулнă

Вĕренекенсемпе тĕл пулнă

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Раççейре, республикăра, районта право пулăшăвĕн кунне паллă турăмăр. Çак кун районти вĕренÿ, культура учрежденийĕсенче тĕлпулусем, право сехечĕсем, уçă уроксем иртрĕç.
Хирти Явăш тĕп шкулĕнче 8—9-мĕш классенче вĕренекенсемпе «Права и обязанности несовершеннолетних» калаçу иртнĕ. Унта районти уголовлă айăплав уйрăмĕн аслă инспекторĕ Валерий Денисов, халăха социаллă пулăшу паракан центр специалисчĕ Светлана Дмитриева, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен сектор специалисчĕ Гузель Газаева хутшăннă. Вĕсем вĕренекенсене право пулăшăвĕн кунĕпе тата йĕркене çирĕп пăхăнмаллипе тĕплĕн паллаштарнă.
Çак кунах Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те «Азбука прав ребенка» калаçу сехечĕ иртнĕ. Тĕп библиотека библиотекарĕсем Валентина Боровкова, Елена Васильева тата районти социаллă хÿтлĕх пайĕн çемьесемпе ĕçлекен уйрăмĕн ертÿçи Елена Самарина 10-мĕш класс вĕренекенĕсене право тĕлĕшĕнчен мĕн пĕлмеллине тата хăйсене мĕнле тымаллине тĕплĕн, ăнланмалла каласа панă. Ачасем викторинăна хастар хутшăннă.
Комсомольски культура центрĕнче йĕркеленĕ тĕл пулăва район прокурорĕн аслă пулăшуçи Оксана Васильева, шалти ĕçсен пайĕн следователĕ Марина Евдокимова, вĕренÿ пайĕн аслă методисчĕ Фаина Матросова хутшăннă. Вĕсем Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче 5—6-мĕш классенче вĕренекенсемпе калаçу ирттернĕ, ачасем мĕн пĕлнипе кăсăкланнă. Вĕренекенсем те çĕннине нумай пĕлнĕ.
Право пулăшăвĕн кунĕнче Аслă Çĕрпÿел вăтам, Тăманлă Выçли тĕп тата ытти шкулсенче те право пĕлĕвĕн кунĕсем иртнĕ. Тĕллев — ачасене хăйсен прависемпе паллаштарасси, йĕркене пăхăнма хăнăхтарасси тата профилактика калаçăвĕсем йĕркелесси.
А.АНТОНОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *