Пятница, 19 апреля

Налук пирки пĕлмеллех

Налук пирки пĕлмеллех

Иртнĕ кунсенче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче «Налук пĕлÿлĕхĕн кунĕ» иртрĕ. Районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов, налук тÿлекенсемпе ĕçлекен тата учет пайĕн специалисчĕ Владимир Потапов 11-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç.
Вĕренекенсене налук пĕлÿлĕхĕпе паллаштарасси — паянхи кун тĕп вырăнта, налуксене мĕншĕн тата мĕн чухлĕ тÿленине кашни çыннăн лайăх пĕлмелле. Çитес вăхăтра професси суйласа илес текенсен вара пушшех те. Тен, хăшĕ-пĕри шăпах налук службинче ĕçлес тĕллевлĕ.
Вячеслав Александрович малтанах районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Инспекци специалисчĕсем Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсем тăватă районти тĕрлĕ организацисемпе учрежденисем, уйрăм предпринимательсемпе çынсем налук епле хывнине тĕрĕслеççĕ.
— Налуксене вара палăртнă вăхăтра тÿлемелле. Тĕслĕхрен, граждансен транспортшăн, пурлăхшăн налука декабрĕн 3-мĕшĕччен хывмалла. Уйрăм предпринимательсен, организацисемпе предприятисен налук тÿленипе пĕрлех, декларацисене те вăхăтра тăратмалла. Саккуна пăхăнса пурăнмалла, унсăрăн явап тыттараççĕ, — каласа пачĕ налук инспекцийĕн начальникĕ.
Вĕренекенсем çĕнĕлĕхсемпе, налук инспекцийĕн ĕçĕпе хаваспах паллашрĕç.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *