Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине граждансем час-часах вĕсен куçман пурлăхĕ çине Росреестр арест хунă тесе килеççĕ. Граждансем мĕншĕн Росреестр вĕсен прависене хĕснине ăнланмаççĕ.
Росреестр управленийĕн право тивĕçтерĕвĕн уйрăмĕн начальникĕ Татьяна Захарова пĕлтернĕ тăрăх, куçман пурлăха арестлеме Росреестр пултараймасть, вăл судсем, суд приставĕсем, таможня тата налук органĕсем кăларнă йышăнусене çеç пурнăçа кĕртет. Анчах та хăйсен пурлăхне сутайман граждансем чылай чухне Росреестра айăплаççĕ, вăл вĕсен прависене хĕстерет имĕш.
Росреестр вара кун пек чухне саккун ыйтнисене пурнăçлаканĕ çеç. Вăл суд приставĕсенчен, судсенчен тата ытти уполномочиллĕ органсенчен килекен документсем тăрăх куçман пурлăхăн Пĕрлĕхлĕ патшалăх реестрне даннăйсем кĕртет, пурлăха арестленĕ е ăна сутма юраманнине çирĕплетнĕ пулсан çакăн çинчен пурлăх хуçине пĕлтерет.
Çакăн пек хут сирĕн патăра çитсен Росреестра мар, кам арест хунă, çавăн патне каймалла. Тĕслĕхрен, ку суд приставĕсен федераллă служби пулма пултарать. Шăпах унта мĕншĕн арест хунине, малалла мĕн тумаллине ыйтса пĕлмелле те.