Четверг, 25 апреля

Пирус – хăрушă сиен

Пирус – хăрушă сиен

Пĕтĕм тĕнчери пируссăр пĕр куна çынсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ амака хирĕç тăма хăнăхтарас тĕллевпе ирттереççĕ. Тĕнчере çулсерен пирус туртнине пула чире кайса пилĕк миллиона яхăн çын вилет. Раççейре вара никотин кашни кун пиншер çын пурнăçне татать.
Туртнин сиенĕ çинчен пурте, ватти-вĕтти илтнĕ, апла пулин те туртакан кашни çынах никотин тĕтĕмĕпе çыхăннă вăл е ку чир хăйне пырса тивмест тесе шанать. Çын организмĕн кирек хăш органне те сиенлĕ витĕм кÿрет çав сигарет. Тĕп «мишень» — ÿпке, сывлав çулĕсем. Пирус туртакан çыншăн чĕре чирĕсем аталанас хăрушлăх та пысăк. Чĕре тĕртĕмĕ кислород çителĕклĕ пыманнипе хавшать, вăхăт иртнĕçем çакă вара миокард инфаркчĕ патне илсе çитерет. Инсульт çапса ÿкерессине те витĕм кÿрет пирус сиенĕ, пуç мимин юн тымарĕсем, юн çаврăнăшĕ пăсăлнăран, вараланаççĕ. Рак пирки те туртаканăн манмалла мар, ытларах чух — ÿпкепе сывлав çулĕсен.
Пирус туртакан çын уксахлама, ура ыратни, хăвăрт ывăнни пирки евитлеме пултарать. Ку урасен артерийĕсем пăсăлнине пĕлтерет. Пирус туртаканăн çакнашкал чирĕ ытларах арçынсем хушшинче тĕл пулать.
Табак тăтăш туртакансен гастрит, хырăмлăхпа вуникĕ пумăклă пыршă чирĕсем пуçланас хăрушлăх та пур. Никотин тĕтĕмĕпе киленекенсен ар органĕсем сиенленме пултараççĕ. Арлă-арăмлă пурнăç тапхăрĕ кĕскелес, хĕсĕрлĕх хăрушлăхĕ пур.
Пирус туртассинчен хăпайманнисем сиен кÿмен пирус пуррипе çукки пирки кăсăкланаççĕ. Ун пекки хальлĕхе çук. Чăн та, хăшпĕр сигаретра сиенлĕ япаласем сахалрах. Анчах практика çакна кăтартса парать, «çăмăлрах» сигарета туртакансем ăна кун каçа ытларах мăкăрлантараççĕ. Эппин, никотин шайĕ чакмасть.
«Çын хăй тĕллĕн пирус туртма пăрахма пултарать-и, е çапах та специалист пулăшăвĕ кирлех?» — тенине те илтме пулать хушăран.
— Паллах, пултарать. Çакнашкал тĕслĕх чылай. Хăвăр тĕллĕн илĕртмĕш тĕтĕмрен ниепле те хăтăлаймасан медицинăн квалификациллĕ пулăшăвĕпе усă курма май пур, — теççĕ специалистсем.
Сиенлĕ йăларан хăтăлни çынна хăйне ытларах хаклама вĕрентет. Çăмăллăн сывлама пуçланă çыннăн сывлăхĕ те лайăхланать. Çемьери çын туртма пăрахни ыттисемшĕн те усăллă, тĕтĕм витĕмĕ вĕсене те витернĕ. Çавăнпа та çын хăйне ернĕ усала çĕнтерчĕ пулсан вăл пархатарлă ĕç тунипе тан.
Л.ЯРЫШЕВА,
врач-нарколог.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *