Яшсем çар тумĕ тăхăнчĕç

Яшсем çар тумĕ тăхăнчĕç

Раççейре кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çак тапхăрта Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариатĕнчен 50 яхăн çамрăк авалтан килекен хисеплĕ тивĕçе пурнăçлĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кайĕ. Комсомольски тăрăхĕнчен 25 яхăн çамрăк виçĕ уйăхра салтак тумĕ тăхăнĕ. Акă, октябрĕн 23-мĕшĕнче вырăнти çар комиссариачĕ умĕнче повестка илнисен пĕрремĕш ушкăнне, 11 çамрăка: Александр Антонова, Артем Кузьмина, Артем Мамуткина, Николай Шингарева, Максим Исаева, Владимир Валетова, Аркадий Маркова, Олег Абрамова, Николай Кондратьева, Иван Кузьмина, Владимир Теренина салтака ăсатрĕç.
— Ят-сумăра çÿлте тытăр. Телейлĕ те ырă çул сунатăп сире, — терĕ Сергей Данилов комиссар.
Юлашки çулсенче тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕсенче, аслă шкулта вĕренсе диплом илнĕ выпускниксем контрактпа çар тивĕçне пурнăçлама хапăл тăваççĕ. Паянхи куна илсессĕн вĕсен шучĕ ÿсни палăрать.
— Çакăн евĕр хастарсем ытларах пулнă пулсан татах та аван пулнă пулĕччĕ. Шел пулин те, темшĕн, паянхи яшсенчен чылайăшĕ хăйсен шăпи çине алă сулма пăхать. Контрактника патшалăх самай пулăшать, унăн шалăвĕ те пĕчĕк мар. Çавăн пекех ытти çăмăллăхсем те, тĕслĕхрен, контракт вăхăчĕ ĕç стажĕн çулне кĕнине, унсăр пуçне салтака служба вăхăтĕнче пурăнмалли хваттерпе ти-вĕçтернине те шута илмелле. Контракт мелĕпе çар службине каяс текенсен тĕплĕнрех информаципе Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариатĕнче паллашма пултараççĕ, — терĕ призывниксемпе ĕçлекен уйрăм начальникĕ Ираида Козлова.
А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *