Четверг, 25 апреля

Эпĕ – чи телейли

Эпĕ – чи телейли

«Эпĕ — чи телейлĕ çын: ĕмĕрĕме юратнă ĕçре ĕçлесе ирттертĕм, савнă мăшăрăмпа çитĕнтернĕ ачасем юнашар, куç тулли — мăнукăмсемпе мăнмăнукăмсем. Чи кирли — хамшăн çеç мар, ыттисен телейĕшĕн, пархатарĕшĕн пурăнма тата ырă тума пултарни. Пурнăçăма сая ирттертĕм теместĕп, хыçăмра — аса илÿрен пуян пурнăç кутамкки», — тет Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Валентина Афанасьевна Арсентьева.
Валентина Арсентьева вырăнти участок больницинче 30 çул ытла тухтăрта ĕçленĕ, уйрăма чылай çул ертсе пынă.
—Эпĕ ĕçленĕ тапхăрта стационар та, амбулатори те пĕр çын çинче тытăнса тăратчĕ. Çапах та пирĕншĕн, медицина ĕçченĕсемшĕн, çын пурнăçĕпе унăн шăпи чи малти вырăнтаччĕ. Çил-тăман е аслатиллĕ-çиçĕмлĕ çапса çăвакан çумăр, шатăртатса тăракан сивĕ е шăрăх çанталăк, е кăнтăрла, е çĕрле, кирек хăш самантра та лаша кÿлсе е çуран чирлĕ çын патне çул тытнă, ăна май пур таран пулăшу кÿнĕ. Аса илÿсем чылай, ĕçре тĕрлĕ самант пулнă, чĕре ыратнипе куççульленни те пулнă пуль… Йывăрри те пулнах, паллах, апла пулин те, хамăн профессие юратнăран, унпа мăнаçланаттăм, — куçĕ умне кăларчĕ сумлă ватă иртнĕ кунĕсене.
Валентина Афанасьевна Етĕрне районĕнче кун çути курнă. Ашшĕн професси уйрăмлăхне пула çемьен тĕрлĕ вырăнсенче пурăнма тивнĕ. Хĕр пĕрчи Канашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти медицина институтне çул тытнă. Шкултах аван ĕлкĕрнĕскер çăмăллăнах врача вĕренме кĕнĕ. Ултă çул ăс пухнă хыççăн çамрăк специалиста направленипе Тăвай районне ĕçлеме янă, каярах Çĕрпÿри тĕп больницăна куçарнă. Кунта вăл, республика шайĕнчи конференцире, пулас мăшăрĕпе, Василипе, паллашнă. Çамрăксем, пĕрлешсе çемье çавăрнă хыççăн, ялта пурăнма тытăннă. Унтан Татьянăпа Евгений çуралнă. Хальхи вăхăтра Валентина Афанасьевнан ачисем çемьеллĕ, виçĕ мăнукĕпе савăнаççĕ. Хĕрĕ, Татьяна, амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Вăл Çĕнĕ Мăрат участок больницинче тĕп врачра, каярах пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра — хĕр-арăм тивĕçлĕ канура.
— Мăшăрăм, Василий Афанасьевич, «Красный Октябрь» колхоз ертÿçинче ĕçленĕ. Вăл, СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă май, ял çыннисен пурнăçĕ татах та çăмăлтарах пултăр тесе сахал мар ырă ĕç турĕ. Хуçалăхăн пурлăхпа техника базине те çак тапхăрта тĕпрен çĕнетме пултартăмăр: больница валли автомашина туянтăмăр, амбулатори çуртне хăпартрăмăр. Ытти ĕçсене те пурнăçланă: вăхăтĕнче пирĕн ял тăрăхĕ донорсенчен те питĕ пуянччĕ, — тăсăлчĕ калаçу.
Ĕçне кура — хисепĕ. Валентина Афанасьевнăна «Отличник здравоохранения», «Победитель социалистического соревнования» паллăсем парса чысланă. Вăл — ЧАССР тава тивĕçлĕ врачĕ те. Унăн архивĕнче Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисен шучĕ те çук.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *