Четверг, 25 апреля

Ырă ят пуянлăхран хаклăрах

Ырă ят пуянлăхран хаклăрах

Ăнсăртран лекнĕ çын сывлăх сыхлавĕнче тытăнса тăраймасть теççĕ. Чун туртмасан, суйласа илнĕ професси Турă панă пултарулăхпа пĕр килмесен, вăхăт иртнĕçемĕн ĕçе хăнăхма май килесси пирки ĕмĕтленнин усси пулассăн туйăнмасть. «Тухтăр эмелпе кăна мар, ырă кăмăлĕпе сиплерĕ, чун-чĕререн тав тăватăп ăна», — тетпĕр эпир пациентсем, тухтăрсене тав туса. Тав сăмахне тивĕçлĕ тухтăрсенчен пĕри вара районти тĕп больницăра 30 çул ытла тăрăшакан Нурзида Фарахиева шăл тухтăрĕ.
Нурзида Расыковна — пурнăçне медицинăпа шутламасăр-тумасăр çыхăнтарнă çын мар. Ашшĕпе амăшĕ Минизияпа Расык Хамдеевсем ăна ачаранпах тухтăра вĕренмешкĕн пилленĕ. Çавна май хĕр Урмаел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсассăнах Шупашкарти медицина училищине çул тытнă, унта пĕлÿ илнĕ. Алла диплом илнĕ специалиста районти тĕп больницăна ĕçлеме янă. Кунта вăл ĕçе кÿлĕннĕ те урăх çĕре куçса çÿремен. Паянхи кунчченех шаннă ĕçре тăрăшать. Шăл тухтăрĕ пулма çăмăл мар паллах. Çакна Нурзида Расыковна та çирĕплетет.
— Паян, пысăк технологисен вăхăтĕнче, медицинăн мĕн пур тытăмĕнче тăрăшакан врачăн прависемпе тивĕçĕсем хăйне евĕрлĕ те яваплă, эрудици шайне ÿстерсе тăмалла, çĕннине алла илмешкĕн ăнтăлмалла. Урăхла май çук, тĕнче ырă еннелле улшăнса пырать,—тет маттур тухтăр.
Кирек мĕнле професси те çынна яваплă пулмашкăн хистет. Специалист çакна пурнăçлама май тупсан, пултарулăхне самана таппине кура аталантарса пырсан тата çынна тивĕçлĕ пулăшу парассишĕн, сыватассишĕн çине тăрсан кăна ăна чăн-чăн профессионал тесе хаклаççĕ.
Пултаруллă хĕрарăма — ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, пациентсем сума сăваççĕ. Акă, 20 çул пĕрле тăрăшакан Илсиэр Галяльдинова медсестра та тухтăр пирки ыррине калать:
— Нурзида Расыковна ĕçе чунтан парăннă çын. Çакăн пирки килсе çÿрекен пациентсем те çирĕплетсех калаççĕ. Вăл нихăçан та çынна «вăхăт çук» тесе хуравламасть. Яланах йышăнма тăрăшать, тивĕçлĕ пулăшу парать. Пациентсем чĕререн тав туса тухса каяççĕ пирĕн патăртан. Çакă ĕçлеме хавхалантарать те.
Ахальтен мар ĕçри тăрăшулăхшăн шурă халатлă ĕçчене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысланă.
Фарахиевсен çемйинче тăнăçлăх хуçаланать, мăшăрĕпе иккĕшĕ хĕрпе ывăла кун çути парнеленĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ специалистсем.
— Юратнă çынсем çумра пулсассăн, ĕç кăмăла кайсассăн, пĕрле савăнма сăлтав пулсассăн, ĕçтешсемпе пациентсем хисеплесессĕн пурнăç 100 хут илемлĕрех, — терĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Нурзида Расыковна. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра;
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *