Понедельник, 9 декабря

Тĕп больница — 80 çулта

Тĕп больница — 80 çулта

Районти тĕп больницăна уçнăранпа кăçал 80 çул çитрĕ. 1938 çулта 25 койкăлăх больница корпусне хута ярăнран пуçланса кайнă унăн историйĕ. Районти сывлăх сыхлавĕн кун-çулĕ вара чылай маларах, 1844 çулта пуçланнă. Ун чухне Çĕнĕ Мăрат, Хурнай тата Аслă Чурачăк ялĕсенче фельдшер пункчĕсем йĕркеленĕ. 1866 çулта Аслă Каçал ялĕнче медицина пункчĕ уçнă, 1929 çулта унран врач пункчĕ туса хунă.
Пĕрремĕш фельдшер Василий Виноградов пулнă. 1940 çулта Комсомольски райĕçтăвкомĕ хушнипе район больницине тума çĕр уйăрнă. 1944 çулта пĕрремĕш йывăç çурта Патăрьелĕнчен куçарса килсе лартнă. Ун чухне çак 30 вырăнлă больницăра тĕрлĕ чирпе чирлисем выртнă. 1956 çулта тепĕр сиплев çурчĕ туса хунă. Унта хирурги тата ача çуратмалли уйрăмсем вырнаçнă. Çак çултах 50 вырăнлă терапи уйрăмне хута янă. Кивĕ çуртра 18 вырăнлă инфекци уйрăмĕ йĕркеленĕ. 1965 çулта ача-пăча уйрăмне уçнă.
Больницăна тĕрлĕ çулсенче ертсе пынă çынсене аса илес килет. Вĕсем хăйсен вăйне, вăхăтне, сывлăхне шеллемесĕр районти сывлăх сыхлавне аталантарас тесе ырми-канми тăрăшнă. Чи пĕрремĕш ертÿçĕ Н.А.Анисимова пулнă. Вăл 1941 çулта хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Унтан — Г.М. Максимов, А.В.Ильина, Р.В. Пипко, Е.Е. Шнейдерман, Е.Х.Яковлева, Г.Ф.Филиппов, Г.В. Кудрявцев, П.А.Владимирова, Н.А. Мезенцева, В.В.Трусов, В.В. Лаврова, В.А. Галкин, Р.Н. Ижутова, М.И. Федорова, Ф.Ф.Асейнов, И.И.Ефремова, В.А.Озерова çак лава туртса пынă. Халĕ кунта Н.А.Васильев вăй хурать.
1970 çулта поликлиника тунă. Ăна 2011 çулта «Ялăн социаллă аталанăвĕ» программăпа тĕпрен реконструкциленĕ. Халĕ кунта 33 врач тата 74 медицина сестри чирлисене йышăнать. 30 çул ытла ĕнтĕ район çыннисене çак врачсем пулăшу параççĕ: Т.С.Тимергалеева, М.С.Колисниченко, М.И.Федорова, А.С.Тихонова, Н.М. Миннетуллина, В.А.Галкин, Р.С.Муравьева, Т.В.Еремеева. Нумай çул ĕçлекен медицина сестрисене те асăнса хăварас килет. Вĕсем: М.М.Хамдеева, И.П.Акчурина, Л.А.Васильева, Г.М.Гаврилова, А.В. Демина, Л.И. Крымова, Л.В.Зимцова, С.В. Журавлева, Р.К.Ефремова, Р.Ш.Измайлова, З.Х.Кадирова, Л.Ф.Минуллина, Г.А. Степанова, В.В.Такмакова, Р.Е.Шакмакова, Г.М.Шакурова, И.А. Каюкова, Р.П.Земскова, В.К.Николаев, М.А.Воробьева.
1984 çулта хута янă сиплев корпусĕнче паян стационар уйрăмĕсем вырнаçнă. Терапи уйрăмне Н.В.Ефремова врач-терапевт ертсе пырать. 30 çул ытла Е.П.Гришина, Г.Р.Хамбикова, А.И.Скворцова, Д.Р.Хамидуллина, Е.П.Можаева медицина сестрисем ĕçлеççĕ.
Хирурги уйрăмĕнче 40 çул В.В.Максимов вăй хурать. Вăл ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ, ăна РФ Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп грамотипе те наградăланă. 2012 çултанпа хирурги уйрăмне Э.В.Максимов ертсе пырать. 30 çул ытла Л.И. Владимирова, Г.П.Орешкина, Л.И.Платонова, З.М. Белкова, Э.Г.Галкина, Г.И.Краснова медицина сестрисем вăй хураççĕ.
Анестезиологипе реанимаци уйрăмне Л.Н.Степанов анестезиолог-реаниматолог ертсе пырать. Кăçал çак уйрăм 25 çул тултарнă. 30 çул ытла кунта В.М.Максимова, А.Г.Абдрахманова, С.В.Горшкова медицина сестрисем ĕçлеççĕ. Ача-пăча уйрăмне 1990 çулта уçнă. Кунта Е.Н.Самсонова врач-педиатр ĕçлет. 30 çул ытла Н.А. Карзакова, С.Н. Миронова медицина сестрисем вăй хураççĕ. Инфекци корпусне 1997 çулта тунă, 2006 çултанпа инфекци уйрăмĕ районсем хушшинчи уйрăм шутланать. Ăна Н.Н.Михайлова ертсе пырать. 30 çул ытла кунта А.Н.Языкова медицина сестри ĕçлет. 2013 çулти декабрьте 20 вырăнлă паллиативлă медицина пулăшăвĕн уйрăмне уçнă. Уйрăмра паллиативлă медицина пулăшăвĕн врачĕ Н.Н.Таборкина тата врач-невролог Е.И.Воронова чирлисене пулăшу параççĕ. 30 çул ытла Т.Ф. Мальчикова, Л.Г. Шумилкина, С.В. Шакмакова, Е.Г. Герасимова, И.А.Федотова медицина сестрисем тăрăшаççĕ.
2002 çултанпа районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене уçма пуçланă. Аслă Чурачăкра, Аслă Çĕрпÿелĕнче /В.В.Софронова/, Шурутра /В.В.Семенова/, Çĕнĕ Мăратра, Кĕçĕн Каçалта /Р.С.Муравьева/, Урмаелте /Д.Г.Зиатдинова, Т.Н.Жукова/, Комсомольскинче ?Н.М.Алякина, Л.М. Минуллина/, тĕп больницăн поликлиники çумĕнче /И.Р.Адиева/ врачсем ĕçлеççĕ. 30 çул ытла ĕçлекен медицина сестрисем — М.М.Сахрова, Х.Г.Шарафутдинова, А.К.Сахрова, О.П. Родионова, З.Г.Азизова, Е.Н.Безменова.
Районта — пирвайхи медицина тата санитари пулăшăвĕпе тивĕçтерекен 24 фельдшерпа акушер пункчĕ. 30 çул ытла Н.М. Бикбулатова, Н.Н. Лисицына, В.В. Карпова, В.Н. Моторина, Н.П.Козлова, О.В. Афанасьева фельдшерсем тăрăшаççĕ.
ЧР Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн Указĕпе килĕшÿллĕн районта модульлĕ 10 ФАП туса хунă. Вĕсем Асанкасси, Дубовка, Хирти Выçли, Йÿç Шăхаль, Александровка, Тукай, Хырай Ĕнел, Тăманлă Выçли, Тукай Мишер ялĕсенче, Киров поселокĕнче вырнаçнă.
Чи хакли — кадрсем. Больницăра 50 врач вăй хурать, вĕсенчен 12-шĕ — аслă квалификаци категорийĕллĕ, 9-шĕ — 1-мĕш квалификаци категорийĕллĕ, 5-шĕ — 2-мĕш категориллĕ. 2011 çултанпа ĕçлекен «Земство тухтăрĕ» программăпа района 20 çамрăк специалист килнĕ.
Вăтам медицина персоналĕ — 201 çын. Вĕсенчен 116-шĕ — аслă квалификаци категорийĕллĕ, 24-шĕ — 1-мĕш квалификаци категорийĕллĕ, 13-шĕ — 2-мĕш категориллĕ. Администраципе хуçалăх персоналĕн шутне 119 çын кĕрет.
Больницăра ĕçлекенсенчен чылайăшĕн тĕрлĕ наградăсем пур. Вĕсем хушшинче: РФ тава тивĕçлĕ 5 врач, ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ 2 ĕçченĕ, сывлăх сыхлавĕн 1 отличникĕ. Çавăн пекех 14 ĕçчене РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе, 38-шне ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин грамотисемпе наградăланă.
Паянхи кун больница — нумай профильлĕ сиплевпе профилактика учрежденийĕ. Вăл 6 стационар уйрăмĕнчен, поликлиникăран, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 8 уйрăмĕнчен, 24 фельдшерпа акушер пунктĕнчен тăрать.
Палăртма кăмăллă: районти медицина вырăнта тăмасть. Вăл яланах аталанса, лайăхланса пырать. Юлашки çулсенче юсав ĕçĕсем ирттерни, çĕнĕ медицина хатĕрĕсемтуянни те çакнах çирĕплетет.
Районти тĕп больница материалĕ тăрăх Н.Калашникова хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *