Четверг, 25 апреля

Пурăнакан, ĕçлекен вырăн илемпе савăнтартăр

Пурăнакан, ĕçлекен вырăн илемпе савăнтартăр

— Тавралăха, тăван урама, кил-çурт умĕсемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен территорийĕсене тирпейлĕ тытасси — пирĕн тĕп тивĕç. Çавăнпа та, май пулсанах, уйрăмах çурлă-кĕрлĕ, экологи субботникĕсем йĕркелетпĕр. Тус-тантăшсемпе, ĕçтешсемпе шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлени кăмăла татах та уçать, хавхалану кÿрет, — теççĕ районта пурăнакансем. Иртнĕ кунсенче вара шăпах ял тăрăхĕсенче пурăнакансем субботниксене тухрĕç.
Акă, Шурут ял тăрăхнех илер. Вырăнти организацисемпе предприятисен коллективĕсем, культура çурчĕн ĕçченĕсемпе шкул ачисем, ял халăхĕ пурте пĕрле, кар! тăрса, урамсемпе тăкăрлăксене, кил-çурт таврашĕсене çăвĕпе савăнтарнă чечексен юлашкисенчен, сарă çулçăран тасатнă. Çанталăк çиллĕ пулни те ĕçченсене хăратайман. Александровка ял тăрăхĕнче вара Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисен ячĕпе лартнă палăк территорийĕнче тирпей-илем ĕçĕсем пурнăçланă. Хырхĕрри ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем автоçул хĕррине çÿп-çапран тасатма пуçтарăннă. Асанкасси, Комсомольски, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем хаваспах тавралăха тирпейлеме тухнă. Хирти Мăнтăр ялĕнче тавралăха тирпейлесе тасатнипе пĕрлех, йывăçсем те лартса хăварнă. Ку ĕçе Кайнлăк ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем, ваттисен çуртĕнче тăрăшакансемпе унта пурăнакансем те хастар хутшăннă. Тукай ял тăрăхĕнче этнокультура паркне тирпейлесе илем кĕртнĕ.
Хамăр пурăнакан вырăна тирпейлес ĕç малалла пырать. Çак вăхăтра йывăçсем лартсассăн та питĕ аван. Пурăнакан вырăн яланах хитре пултăр!
А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *