Суббота, 20 апреля

Пултаруллисем тупăшнă

Пултаруллисем тупăшнă

Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 1-мĕшĕччен пыракан «Подросток» комплекслă операцие çул çитменнисем хушшинче йĕркене пăснине асăрхаттарас тĕллевпе ирттереççĕ. Çавна май октябрĕн 10-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче «Алло, эпир талантсем шыратпăр!» конкурс пулнă. Кашни номере куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Компетентлă жюри вĕсене хак парса пĕтĕмлетÿсем тунă.
«Вокал-соло» номинацире 1-мĕш вырăна Татьяна Прокопьева, Дина Гимаева тата Милена Ванюркина тухнă. «Вокал ансамблĕ» номинацире — «Колосок» ача садне çÿрекенсене çитекенсем пулман. «Вокал-дуэт» номинацире Елизавета Тимофеевăпа Милена Ванюркина — çĕнтерÿçĕсем. «Хореографи» номинацире «Рябинушка» тата «Колосок» ача сачĕсен ташă ушкăнĕсем 1-мĕш вырăна тухнă. «Художествăлла сăмах» номинацире Анна Невская пуринчен ытларах палăрнă.
Мероприяти пурне те питĕ килĕшнĕ.
Р.ЖУКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *