Чăваш Ен палăрнă

Чăваш Ен палăрнă

Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче физкультурăпа спорт ĕçне мĕнле йĕркеленине хакланă смотр-конкурсра 3-мĕш вырăна тухнă. Ульяновск хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Россия — спортивная держава» VII-мĕш спорт форумĕнче çĕнтерÿçĕсене наградăланă. РФ спорт министрĕн çумĕ Марина Томилова ЧР физкультура тата спорт министрĕн çумне Игорь Головина 3-мĕш степеньлĕ Диплом парса чысланă.
Пирĕн республика 2 миллион çынран сахалрах регионсем хушшинче 3-мĕш вырăна тухнă. Пĕтĕмлетÿ рейтингне тунă чухне жюри физкультура тата спорт аталанăвне, спорт резервне хатĕрленине, пысăк çитĕнÿсен спортне тата адаптациллĕ физкультура аталанăвне хакпанă.
Пĕтĕмĕшле Раççей шайĕнче Краснодар крайĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта — Санкт-Петербург, виççĕмĕшĕнче — Тюмень облаçĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *