Суббота, 20 апреля

Çÿп-çапа мĕнле илсе тухĕç?

Коммуналлă хуçалăхри хыт каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ октябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пикенчĕ. Кун пирки эпир хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Вулакансем пирĕн пата ыйтусемпе пĕрре кăна мар шăнкăравларĕç. Хăш-пĕр ыйтусене шăпах паянхи номерте уçăмлататпăр.
— Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлеме урăх организаципе килĕшÿ тунă пулсан регион операторĕпе çĕнĕ килĕшÿ тумалла-и?
— Хытă каяшсене тирпейлекен организацисемпе тунă килĕшÿ регион операторĕпе килĕшÿ тăвиччен вăйра тăрать /Федерацин 2014 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнчи 458-мĕш саккунĕн 3 статйин 6-мĕш пункчĕ/.
— Контейнер лапамĕн хуçи кам шутланать? 
— Контейнер лапамĕсен хуçисем — управляющи компанисем, ТСЖ е муниципалитетсем пулма пултараççĕ. Контейнер лапамĕ нумай хваттерлĕ çуртăн пĕрлехи пурлăхĕ шутлансан тата çурт çумĕнчи территорире вырнаçсан ăна тытса тăрассишĕн тата юсассишĕн управляющи компани яваплă. Контейнер лапамĕ муниципалитет çĕрĕ çинче вырнаçсан ăна вырăнти администраци тытса тăрать, юсать.
Регион операторĕ çÿп-çапа автомашина çине тиенĕ хыççăн яваплăха хăй çине илет /РФ Правительствин 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 1156-мĕш «Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлесси тата РФ Правительствин 2008 çулхи çурлан 25-мĕшĕнчи 641-мĕш йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăнăвĕн «Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлемелли йĕркесемпе» пĕрле /13-мĕш пункчĕ/.
— Контейнер лапамĕсене тытса тăрассишĕн кам яваплă?
— Коммуналлă хуçалăхри хытă каяша пухмалли контейнера çав лапам вырнаçнă çĕр лаптăкĕн хуçи тытса тăрать. Кун пирки РФ Правительствин 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 1156-мĕш ‘»Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлесси тата РФ Правительствин 2008 çулхи çурлан 25-мĕшĕнчи 641-мĕш йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăнăвĕн /»Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлемелли йĕркесемпе» пĕрле/ 13-мĕш пунктĕнче каланă.
— Пирĕн ялта контейнер лапамĕ пулмасан çÿп-çапа мĕнле пухса илсе кайĕç?
— Федерацин 2003 çулхи юпан 6-мĕшĕнчи 131-мĕш «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх управленине йĕркелемелли тĕп принципсем çинчен», 1998 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» саккунĕсемпе тата СанПиН 42-128-4690-88 Ял территорийĕсен санитари правилисемпе килĕшÿллĕн муниципалитет районĕн администрацийĕ тата ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕрле çурт тата çĕр лаптăкĕсен хуçисемпе калаçса татăлса контейнер лаптăкĕ уçмалли вырăна палăртаççĕ.
— Хытă каяшсене пухмалли контейнера камăн вырнаçтармалла?
— Федерацин 1998 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен», ЧР 2016 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи 3-мĕш «Чăваш Республикин территорийĕнче экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе тата тавралăха сыхлассипе çыхăннă хăш-пĕр право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» саккунĕсемпе тата ЧР Строительство министерствин 2017 çулхи юпан 9-мĕшĕнчи 03/1-03/886-мĕш «Чăваш Республикинче коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухмалли /çав шутра уйрăммăн пухмалли/ йĕркене çирĕплетесси çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн контейнерсене е регион операторĕ, е коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлекен оператор, е нумай хваттерлĕ çуртăн управляющи организацийĕ, е килĕшÿ туса ытти уйрăм çынсемпе юридици сăпачĕсем вырнаçтарма пултараççĕ.
— Регион операторĕ санкцилемен çÿп-çап куписене пĕтерессипе ĕçлет-и?
— Регион операторĕ санкцилемен çÿп-çап куписене пĕтерес тĕлĕшпе те ĕçлет. Вĕсем ăçта вырнаçнине пĕлтермелле çеç. Специалистсем вырăна тухса акт çыраççĕ, сăнÿкерчĕксемпе видео тăваççĕ, çÿп-çап купин координачĕсене палăртнă хыççăн çак купа çинчен çĕр лаптăкĕн хуçине пĕлтереççĕ. Çĕр хуçи çÿп-çапа хăй тĕллĕн вăтăр кунра тасатмасан регион операторĕ ĕçе пикенет. Кайран суд урлă çÿп-çапа тасатса пулнă тăкаксене шыраса илет.
— Регион операторĕ коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлес енĕпе ĕçлет-и?
— Вĕсен тĕллевĕ — çÿп-çапа тирпейлесси. Хальхи вăхăтра ку тытăмра нумай компани ĕçлет, вĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тăма йывăр. Вĕсем çÿп-çапа саккунлă тата саккунсăр объектсене турттараççĕ. «Экоцентр» МВК» ООО — Чăваш Республикинчи регион операторĕ — коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене саккунлă объектсене кăна леçет, çавăн пекех ЧР патшалăх влаç органĕсемпе пĕрле управа вырнаçтариччен каяшсене тирпейлемелли услови тăвас енĕпе ĕçлĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *