Çĕрулми аван çитĕннĕ

Çĕрулми аван çитĕннĕ

Кĕрхи кун — тулăх та тутă, пуян вăл. Садсемпе пахчасенче çитĕннĕ улма-çырларан хатĕрленĕ компот-варенисем, тăварланă хăяр-помидорсемпе тĕрлĕрен салатсем хăйсен вырăнĕсене пÿлмесенче тахçанах тупрĕç. Черетре — çĕрулми. Харпăр хăй лаптăкĕсенче çитĕннине пуçтарса пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе агрофирмăсен ĕçченĕсем хальхи вăхăтра «иккĕмĕш çăкăр» анинче тар тăкаççĕ.
Самаринăн фермер хуçалăхĕнче те халĕ хĕрÿ тапхăр.
— «Иккĕмĕш çăкăра» эпир кашни çулах лартатпăр. Кăçал та унăн лаптăкне чакарас темерĕмĕр, вăл 65 гектарпа танлашать. Çĕрулми пирки сăмах пуçлас пулсан, вăл аван çитĕннĕ, тухăçĕпе чун савăнать. Сăмах май, паянхи кун тĕлне вăтам тухăç 300 центнерпа танлашать, — паллаштарчĕ вырăнти ĕç-хĕлпе хуçалăх ертÿçи Николай Самарин.
Çĕрулми çитĕнтересси — чăрмавлă та кăткăс ĕç. Тухăç епле пуласси çуркунне, çулла мĕнле ĕçленинчен нумай килет. Çитĕннĕ, хатĕр çĕрулмине пухса кĕртесси вара — тĕп ĕç.
— Ĕçе çăмăллатас тата вăл ытлашшипех тăкаклă ан пултăр тесен чылай тăрăшма тивет. Çавăнпа та ĕçе эпир пĕтĕмпех механизацилес терĕмĕр, — пĕлтерчĕ вăл.
Çĕрулмие комбайн кăларать. Ăна çийĕнчех автомашинăсем склада илсе çитереççĕ те, кунта çĕрулмие тÿрех суйлаççĕ. Людмила Кольцова, Ольга Кокшина, Галина Иванова, Владимир Журавлев, Владимир Шемекеев, Андрей Сужиков, Дмитрий Медведев ĕçченсем çĕрулмие сеткăсем çине тултараççĕ. Хатĕр продукцие туянас текенсем сахал мар.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *